Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Планеркăра çивĕч ыйтусем

о Вырăнти хăй тытăмлăх

Планеркăра çивĕч ыйтусем

Район пуçлăхĕ В.Кириллов виçĕмкун ирттернĕ планеркăна район пуçлăхĕн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсен пуçлăхĕсем, федераллă тата республика шайĕнчи патшалăх тытăмĕн органĕсен руководителĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах иртнĕ эрнере тунă ĕçсене пăхса тухрĕç. Ял хуçалăхĕнче тата налук пухас енĕпе начар мар ĕçленĕ. Патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче ирттернĕ V Спартакиадăра мини-футбол тата триатлон енĕпе пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Çав вăхăтрах ачасем пĕчĕклех вилнĕ тата çынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем пур. Çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕхсем те пăшăрхантарать.

Поселока тата ялсене тирпей-илем кĕртесси, ку енĕпе пур майсемпе те усă курасси канашлура тĕп вырăнта пулчĕ.

Районти статистика пайĕн начальникĕ Т.Петрова ял хуçалăх çыравĕ мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

Планеркăра район пуçлăхĕн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсен начальникĕсем тухса калаçрĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.



19 июля 2006
00:00
Поделиться