Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăхальти уявсем

о Йăла-йĕрке

Шăхальти уявсем

Шăхальти Питравпа Акатуй районти чи юлашки уявсем пулчĕç темелле. Кĕçех тырă вырас ĕçсем пуçланаççĕ. Кĕрхи ыраш, çурхи урпа пуссисем инçеренех сап-саррăн курăнаççĕ. "Шигали" хуçалăх тырă вырма лайăх хатĕрленнĕ темелле. Утă çулса пухнă "хир карапĕсем" паян тесен паян уя тухма хатĕрри пирки хуçалăх ертỹçи А.Ульянов каларĕ.

Кăнтăрла иртни пĕр сехет. Ял халăхĕ чиркỹрен тухса стадиона пухăнчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Семенова Акатуй пуçланни çинчен пĕлтерсе пухăннă халăха ăшшăн саламларĕ. Хуçалăх ертỹçине А.Ульянова сăмах парать. Вăл çур акинче тăрăшса ĕçленĕ, фермăра ырă тĕслĕх кăтартакан çынсен ячĕсене асăнчĕ, вĕсене 1000-шер тенкĕ преми пани çинчен пĕлтерчĕ.

Сăмах район пуçлăхне В.Кириллова параççĕ. Ун хыççăн "АККонд" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров, районти казначейство уйрăмĕн начальникĕ В.Петров, райпо канашĕн председателĕ К.Никитин, ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ В.Нестеров сăмах каларĕç. "АККонд" Шупашкартан илсе килнĕ артистсем пухăннă халăха юрăсемпе савăнтарчĕç, спорт вăййисем те пулчĕç.

Г. ЧЕРНОВ.
Шăхаль ялĕ.


19 июля 2006
00:00
Поделиться