Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тикашра та тĕслĕх библиотека

Тикашра та тĕслĕх библиотека

Тикашра июлĕн 13-мĕшĕнче Питрав уявĕ ирттернĕ кун тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Вăл районта вуннăмĕш пулчĕ, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта тĕпленчĕ. Кунта ял çыннисен чун ыйтăвне тивĕçтерме пур условисем те пур - хаçат-журналпа кĕнекесем вуланисĕр пуçне вĕсем компьютер урлă тĕрлĕ çыхăну тытма пултараççĕ, принтер, сканер - пурте ал айĕнче.

Çак паллă пулăмпа ял çыннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Ульянов, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов тата ыттисем библиотекăна малалла ăнтăлма, çынсене чун-хавал енчен пуянлатса пыма ăшă сăмахсем каларĕç.

Э. МАЛЕНКОВ.



19 июля 2006
00:00
Поделиться