Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Почтамтсене пĕрлештереççĕ

о Çĕнĕлĕх

Почтамтсене пĕрлештереççĕ

"Раççей Почти" Федераллă патшалăх унитарлă предприятийĕн приказĕпе килĕшỹллĕн тата почта çыхăнăвĕн ĕçне лайăхлатас тĕллевпе районти почтамтсене пĕрлештерме йышăннă. Çапла вара кăçалхи августăн 31-мĕшĕччен пирĕн республикăра федераллă почта çыхăнăвăн управленийĕн структурине йĕркелеççĕ. Куславккари почтамта Вăрмарти почтамт çумне пĕрлештереççĕ. Çак ĕçе туса ирттерме ятарлă комисси туса хунă.

Çапла вара малашне пирĕн почтамтăн 28 çыхăну уйрăмĕ пулать. Ĕç калăпăшĕ пысăкланнипе пĕрлех, яваплăх та ỹсет. Почта валеçмелли çĕнĕ маршрутсем уçăлаççĕ, кадрсем хатĕрлес енĕпе ĕçлемелли нумай пулĕ.

А. ЕФРЕМОВ,
районти почтамт начальникĕ.


22 июля 2006
00:00
Поделиться