Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕп редактор кунĕ

Тĕп редактор кунĕ

Иртнĕ юнкун пирĕн районта тĕп редактор кунĕ иртнĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен нумай редакцисен тĕп редакторĕсем хутшăннă.

Хаçатсен тĕп редакторĕсем малтан районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Унтан район администрацийĕн ларусен залĕнче ЧР культура министрĕ П.Краснов, унăн заместителĕ О.Петров, район пуçлăхĕ В.Кириллов ирттернĕ канашлура "Кăçалхи иккĕмĕш çур çулхи çырăнтару кампанийĕн итогĕсем", "Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ", "Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн 75 çулхи юбилейне хатĕрленсе кĕтсе илесси" тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.

А. ИЛЬИН.



22 июля 2006
00:00
Поделиться