Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вера Андреева тĕнче чемпионатне хутшăнать

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Вера Андреева тĕнче чемпионатне хутшăнать

Маунтинбайк енĕпе Раççейре мала тухассишĕн Самара хулинче иртнĕ велосипедистсен ăмăртăвĕсенче Вăрмарсем пысăк çитĕнỹ тунă. В.Андреева (Çĕнĕ Шулхан) спорт мастерĕ юниоркăсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кăçалхи июлĕн 28 - 30-мĕшĕсенче маунтинбайк енĕпе Италире иртекен Европа чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ.

Хĕрачасен хушшинче К.Романова (Мăнçырма) иккĕмĕш пулнă.

Пĕчченшерĕн чупса (кросс-кантри) Р.Вотяков (Мăнçырма) - пĕрремĕш, ушкăнпа ăмăртса виççĕмĕш вырăна тухнă.

Спорт мастерĕн кандидачĕсем: А.Кохнуровпа (Вăрмар поселокĕ), А.Саминов (Çĕнĕ Шулхан) (иккĕшĕ те Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренеççĕ) тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă.

Республика чысне çавăн пекех К.Игнатьев, К.Сергеев, С.Борисов, И.Тимофеев, М.Семенова, А.Степанов пултаруллă хỹтĕленĕ.

С. АРХИПОВ,
ачасемпе çамрăксен
Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ.


22 июля 2006
00:00
Поделиться