Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксем ытларах пулччăр

о Ĕç тата çын

Çамрăксем ытларах пулччăр

Кадрсем веçех татса параççĕ, тесе тĕрĕс калаççĕ. Республикăра ял хуçалăхне кадрсемпе тивĕçтерес енĕпе ятарлă программа пурнăçа кĕрсе пырать, тĕрлĕ енлĕ мероприятисем иртеççĕ. Производство сферинче те кадрсем сахал мар кирлĕ. Акă, сăмахран кăçал райпо районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшỹ туса 21 шкул ачине вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. 18 ача кивĕ хут пуçтарнă çĕрте, 3 ача "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăн пылак шыв цехĕнче вăй хунă. Унсăр пуçне çак центрпа татăлсах 7 çынна обществăлла ĕçсене явăçтарнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ яланлăхах пирĕн райпора вăй хума юлнă.

Çакна каламалла: юлашки çулсенче аслă, вăтам пĕлỹ илнĕ çамрăксем ытларахăшĕ хуласенче ĕç вырăнĕ тупса тĕпленеççĕ. Çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри - пысăк квалификациллĕ кадрсем явăçтарса ял халăхĕн тата кашни çыннăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе социаллă пурнăçпа экономикăна лайăхлатасси.

Хальхи вăхăтра райпора пурĕ 360 çын вăй хурать, вĕсенчен 70 çамрăк. Пирĕн тĕп задача - çамрăк специалистсене хамăр патне ытларах явăçтарасси.

Н. СЕМЕНОВА,
райпо правленийĕн председателĕн
кадрсемпе ĕçлекен заместителĕ.


26 июля 2006
00:00
Поделиться