Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕççине - юсавлă техникăпа

о Вырма - 2006

Ĕççине - юсавлă техникăпа

Техника йышĕ çулран çулах ỹссе пырать. Малтанхи çулсенче вĕсен йышĕ ытларах ял хуçалăхĕсенче пулнă. Халĕ вара уйрăм çынсен те тĕрлĕ техникăсем пур. Вĕсене пурне те юсавлă тытмалла. Çĕмĕрĕлнĕ техникăпа çула тухма та, ĕçе кайма та юрамасть. Ку çыннăн пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ỹкерет. Çавăнпа та кашни ял хуçалăх техникине техосмотр кăлармалла. Ял хуçалăхĕнчи тата предприятисенчи тракторсемпе прицепсене техосмотр кăлармалли тапхăр иртсе кайрĕ. Унта тракторсен 44,5 проценчĕ, прицепсен 38,3 проценчĕ, курăк çулса пуçтаракан комбайнсен 71,4 проценчĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕ.

Кăçал чылай хуçалăхсем панкрута тухнă май пур техникăна та уй-хирте ĕçлеттереймерĕç, техосмотр пирки калани те усси çук. Тĕслĕхрен, "Ковали", "Яниковское", "Орнарский", "Рассвет", "Чакинское", "Шоркистринский" хуçалăхсемпе "Урмарыагропромснаб" çак сулăнчăка лекрĕç.

Çавăнпа пĕрлех чылай ялсенче харпăр хăй килĕсенче тытакан техникăна та техосмотр кăларма васкамаççĕ. Çула юсавсăр техникăпа тухни кайран харпăр хăйнех йывăр пулĕ. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем нумай ĕçшĕн яваплă. Çавăнпа та техосмотр тухассине те вĕсенех тĕрĕслесе тăрасчĕ.

Кĕçех вырма ĕçĕсем пуçланаççĕ. Хĕрỹ ĕççи вăхăчĕ çитиччен комбайнсене 15 кун маларах хатĕрлесе çитермелле. Уй-хире тухма ирĕк илмелле. Ку ĕç районта графикпе килĕшỹллĕн пулса пырать. Комбайнсене техосмотр кăлариччен çак ĕçсене туса ирттермелле: комбайнсене тĕплĕн юсаса хатĕрлемелле* пур комбайнсенче те пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнсенче хỹтлĕхсем пулмалла* икĕ огнетушитель, ещĕкпе хăйăр, шыв савăчĕ, кĕреçе, пушар таврашĕ сиксе тухсан сỹнтермелли хатĕр (кашма); медицина аптечки* медосмотр тухнă хутпа пĕрле механизаторăн комбайнпа ĕçлеме ирĕк паракан удостоверени. Çакна та асăрхаттарса хăварас килет: комбайнер помощникĕсем çул çитмен ачасем, удостоверенисĕр механизаторсем пулмалла мар. Чылай хуçалăхсенче халĕ те комбайнерсене çирĕплетмен. Ку ĕçе халех васкатмалла.

Ĕçлекенсем малаллах талпăнаççĕ. Районта пур енĕпе те малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри - "Арабоси" агрофирма. Вĕсем кăçал MEDIDN-310 комбайн* LINER-1250 (курăка валем тăваканни), курăк çулакан DISKO-2650, удобрени сапакан - XPL-1200, Д-9-60 тĕш тырă акакан сеялка агролизингпа туянчĕç. Вĕсем техникăна техосмотра та вăхăтра кăлараççĕ.

В. НИКОЛАЕВ,
районти Гостехнадзор
инспекцийĕн начальникĕ.


26 июля 2006
00:00
Поделиться