Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кирлех-и "пурне те хирĕç" текен йĕрке

Кирлех-и "пурне те хирĕç" текен йĕрке

РФ Патшалăх Думи пур шайри суйлавсенче те "пурне те хирĕç" текен йĕркене пăрахăçлас пирки закон проектне йышăнчĕ. Парламентарисен çак йышăнăвне комментарилеме эпир Патшалăх Думин депутатне, Думăри "Пĕрлехи Раççей" фракци членне Павел Семенова ыйтрăмăр. Вăл пире çапла пĕлтерчĕ.

- Ман шутпа, çакнашкал йышăну граждансен политикăлла яваплăхне ỹстерет, вĕсене тĕрĕс суйласа илме пулăшать. Паян "пурне те хирĕç" сасăласа сỹрĕкленме, политикăлла процессенчен, çĕр-шыври пулăмсенчен айккинче тăрса юлма юрамасть. Пирĕн пурин те хурана шурăран уйăрма, суйлав умĕн хăш-пĕрисем халăха тем те шантарса кайран ним те туманнине курма вĕренмелле. Паян эпир мĕнле суйланинчен хамăр пурнăç кăна мар, пирĕн ачасемпе мăнуксен пурнăçĕ те килет. Пирĕн вара пур пĕр суйлама, патшалăх влаçĕн органĕсене йĕркелеме тивет. Мĕнле пулĕ çав власть? Мĕнле укçа-тенкĕпе суйлĕç ăна? Мĕншĕн-ха налог тỹлекенсен укçи-тенкине, хушма (иккĕмĕш хут) суйлавсем ирттерсе усăсăр тăккаламалла?

Суйлав бюллетенĕсенче "пурне те хирĕç" йĕркене пăрахăçлани кандидатсен те, партисенне те суйлавçăсен умĕнчи яваплăхне ỹстернĕ пулĕччĕ. Хăйсен суйлав умĕнхи программине çутатса, хăйсен ĕçне пĕтĕмлетсе кăтартса вĕсем хăйсен конкретлă ĕçĕпе унччен "пурне те хирĕç" сасăланă е суйлава пачах хутшăнманнисен сассисене хăйсем майлă çавăрнă пулĕччĕç. Сăмахран, кăçалхи октябрь уйăхĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ иртмелле. Суйлав умĕн пичетре, листовкăсенче, телеэкрансем çинче тĕрлĕ политика партийĕсен агитацилле заявленийĕсем пулĕç. Çав партисенчен кашниех хăй чăн-чăн ĕçсен партийĕ пулнине кăтартма тăрăшĕ. Мĕнле чăн ĕçсем-ха вĕсем? Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн, хамăр çуралса ỹснĕ çĕр-шывшăн, вăл чечеклентĕр, тăнăç пурăнтăр тесе, пайăррăн мĕн ĕç тунă? Халĕ шутласа пăхăр, хăш-пĕр партисен çакна çирĕплетме нимле аргумент та çук, вĕсем, таса мар технологисемпе усă курса, суйлавçăсене пурне те хирĕç сасăлама е суйлава пачах хутшăнмасăр юлма чĕнсе калĕç.

Юлашкинчен. Аса илĕр-ха çĕр-шыври тăхăр вуннăмĕш çулсенчи лару-тăрăва, çав кризисран хамăр епле йывăррăн тухса пынине. Паян эпир çĕр-шывра пур енĕпе те ырă улшăнусем пулса иртнине, наци проекчĕсем аталаннине куратпăр. Умра çĕр-шыв хăватне тĕреклетсе, нумайлатса пырас тĕллев тăмалла.



26 июля 2006
00:00
Поделиться