Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çыравĕ вĕçленнĕ, ĕçĕ пĕтмен-ха

Çыравĕ вĕçленнĕ, ĕçĕ пĕтмен-ха

Ял хуçалăх çыравĕ Раççейĕн пур кĕтесĕнчи пекех пирĕн районта та ăнăçлă иртрĕ. Çырав 41 ял хуçалăхĕнче (панкрута тухнисене те кĕртнĕ), 124 фермер (хресчен) хуçалăхĕнче, 5 уйрăм предприниматель хуçалăхĕнче (агропромышленность производствине хутшăнаканнисенче) 11 сад пĕрлешĕвĕпе пахча-çимĕç ỹстерекен пĕр пĕрлешỹре 5777 кил хуçалăхĕнче вĕçленнĕ.

Çырав ăнăçлă иртрĕ, халăх тулли кăмăлпах, пĕр хирĕçлемесĕр хутшăнчĕ. Хресченсем пурнăç лайăхланасса шанаççех ĕнтĕ. Çыравçăсен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç. Хальхи вăхăтра çыравçăсем инструкторсемпе пĕрле çырава хутшăннисенчен 5 процентне çĕнĕрен тĕрĕслỹсем ирттереççĕ.

Т. ПЕТРОВА,
районти статистика уйрăмĕн тĕп специалисчĕ.



29 июля 2006
00:00
Поделиться