Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕмĕрсен чиккинче

о Социаллă пулăшу

Ĕмĕрсен чиккинче

Паян пурăнакан çынсене телейлĕ теме пулать. Икĕ ĕмĕрте пурăнса куратпăр. Чăн та, XXI ĕмĕрте пурăннă май нумай çĕнĕ çăмăллăхсемпе тĕл пулатпăр.

Шутлама та пултарайман темиçе çул каялла кашниех çул çинче пыракан транспортра е вăрмана кăмпа пуçтарма кайсан телефонпа шăнкăравласа калаçма пултарасса. Карас телефон пирки сăмах пырать кунта. Мĕнле пурăннă-ши ку тарана çити çак "теттесĕр"? Автобус çинче пыракан пенси карчăкки телефонпа калаçса пынине курсан тĕлĕнмелле пек туйăнатчĕ. Паян кашниех усă курма пултаратпăр унпа. Тĕнчен кирек хăш кĕтесĕпе те çăмăллăнах çыхăну тытма. Çавăнпа та ĕнтĕ почта уйрăмне те çын сахалрах утать.

Тата тепĕр çĕнĕлĕх вăл - Интернет. Пурнăçпа тан пыракан çынсем компьютерлă пулма васкаççĕ. Нумайăшĕ - Интернет урлă пĕр-пĕринпе паллашма юратать. Компьютер çын ĕçне нумай çăмăллăх кỹрет.

Поселока каçхи электричкăпа çитсен яла мĕнле çитмелле-ши тесе пăшăрханмалли çук. Кĕсью анчах пушă ан пултăр. Такси текенни сана туххăмрах кирлĕ çĕре илсе çитерет. Аслăрах ỹсĕмри çынсем шалт тĕлĕнеççĕ паянхи пурнăçран. Ĕлĕк 10-шар çухрăм çуран утнăскерсем автобус мĕнне те пĕлмен-çке вĕсем.

Вĕсемех хăйсен кăмакине пăсма шикленетчĕç. "Кирлех-ши газ кĕртме"? - тесе пуçĕсене вататчĕç. Шартлама хĕл сиввисенче туйса илчĕç пулмалла "кăвак çулăмăн" чăн пĕлтерĕшне. Халĕ çулла вутă мунча хутма кăна хатĕрлемеллишĕн савăнаççĕ хăйсем. Пурнăç ялта ансатлансах пырать. ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа килсене газ хыççăн шыв та кĕртме тытăнчĕç.

Кирек мĕн туянас пулсассăн та пурне те кредит йĕркипе туянма пулать. Пысăк ĕç пуçарса ярас терĕн пулсан ссуда илме те май пур. Пурăннă май пурнăç условийĕсем улшăнса пыраççĕ. Анчах унпа пĕрле укçа пĕлтерĕшĕ те ỹссе пырать. Пĕр утăм та утма çук темелле унсăр. Пур çĕнĕлĕх, пур çăмăллăх тупăш илес туртăмран çуралать.

Э. АЛЕКСЕЕВА,
ЧПУ студентки.


29 июля 2006
00:00
Поделиться