Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кубок - Вăрмарсенче

Кубок - Вăрмарсенче

"Владина-Агро" тулли мар яваплă общество (ертỹçи - В.Петров) сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çынсене спортпа туслаштарас тĕллевпе иккĕмĕш çул Куславкка районĕнчи Энтри Пасарĕнче куçса çỹрекен Кубока çĕнсе илессишĕн физкультурăпа спорт уявне ирттерет. Кăçал унта Вăрмар, Куславкка, Çĕрпỹ, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Шупашкар, Канаш районĕсен командисем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем пулчĕç: чупассипе эстафета, мини-футбол, волейбол, шашкăпа шахматла вылясси.

Вăрмар район командинче 25 спортсмен пулчĕ. Пур ăмăртура та палăрчĕç вĕсем, пĕтĕмĕшле результатсем тăрăх пĕрремĕш вырăна тухса "Владина-Агро" тулли мар яваплă обществăн куçса çỹрекен Кубокне, Хисеп грамотисемпе укçан парнесене тивĕçрĕç.

А. КРАСНОВ,
райадминистрацин спорт енĕпе
ĕçлекен тĕп специалисчĕ.


29 июля 2006
00:00
Поделиться