Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей хисеплĕ донорĕ

о Ят-сум

Раççей хисеплĕ донорĕ

Михаил Иванович Архипов Шупашкартан килекен автобус çинчен анчĕ те Арапуçне çỹрекен автобус патне васкарĕ.

- Мĕн çăмăлпа çуретĕн Шупашкар хулине, Республика кунне маларах уявларĕç ĕнтĕ, унта кайрăн-и хăть? - ыйтатăп унран.

- Ял çыннин уявсене çỹреме вăхăт пур-и вара? Ĕçрен пĕр самантлăха та пушанаймастпăр. Çитменнине халь утă вăхăчĕ. Республикăри юн паракан станцие çитсе килтĕм. Икĕ уйăхра пĕрре кайса çỹретĕп, - хуравлать вăл.

- Пĕрремĕш хут 1969 çулта юн патăм. Ун чухне Арапуçĕнчи участок больницинче юн пама 200 çын ытла хутшăнатчĕ. Çак пархатарлă ĕçĕн пĕлтерĕшне пурте лайăх ăнланаççĕ ĕнтĕ. Çын пурнăçĕшĕн тăрăшса хăйĕн юнне пани вăл патриотла туйăм. Çакна ырламалла кăна, - калаçăва малалла тăсать ĕç ветеранĕ.

Патшалăхшăн, çын пурнăçĕшĕн тăрăшнинчен хакли мĕн пултăр. Çакна Михаил Иванович лайăх чухлать. Ахальтен-и, çак пархатарлă ĕçе активлă хутшăнать. Ку таранччен вăл 135 хутчен, пурĕ 60 литр, юн панă.

1999 çулта М.Архипова "Раççей хисеплĕ донорĕ" ят панă.

- Донор пулнипех "Ĕç ветеранĕ" медале илме тивĕç пултăм, - кăмăллăн пĕлтерет Михаил Иванович.

Хăй ырă тĕслĕх кăтартнипе пĕрлех юн пама йăмăкĕпе шăллĕне те явăçтарать. Альбина йăмăкĕ - 80, Алекей шăллĕ 60 хутчен юн парса чыс-хисепе тивĕçнĕ.

Унăн пурнăç кун-çулĕ ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Ялти шкул хыççăн Канашри профтехучилищĕрен вĕренсе тухнă, тимĕрçĕ профессине алла илнĕ. Канашри вакунсем юсакан заводра тимĕрçĕре вăй хунă.

Канашранах ăна Совет Çарне службăна ăсатаççĕ. Икĕ çул хушши Германире инженерпа çул-йĕр батальонĕнче аслă сапер пулса хăйĕн тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Службăран демобилизаци йĕркипе таврăнсан, салтак тумне хывнă-хывманах тăван "Путь Ильича" колхозра тимĕрçĕ ĕçне кỹлĕнет. Мĕн кăна пурнăçлама лекмен пулĕ ăна хуçалăхра. Çурхи ака-суха тата тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра тимĕрçĕ валли ĕç пайтах. Хĕлле вара колхозра çунасем тата ытти япаласем туса хатĕрленĕ. Кунта та вăл хутшăнмасăр пулман.

Тивĕçлĕ канăва тухичченех хăйне килĕшекен профессипе тăрăшулăх кăтартать. Сывлăхшăн сиенлĕ условисенче ĕçленĕрен 50 çултах пенсире вăл. Хисеплĕ донор пулнă май, пашалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курать, ĕç пенсийĕ çумне уйăхсерен 500 тенкĕ укçа хушса параççĕ ăна. Çакна вăл чăннипех те тивĕçлĕ.

Мăшăрĕпе - Мария Ивановнăпа 5 ача пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисемпе тата 7 мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ Архиповсем.

А. ХОВАНСКИЙ.



29 июля 2006
00:00
Поделиться