Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Утти те çителĕклĕĕ, сенажĕ те пур

о Ĕççи - 2006

Утти те çителĕклĕĕ, сенажĕ те пур

"Арабоси" агрофирма вăйлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри. Тĕш тырă тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илсе ăна вырнаçтарассипе те аван ĕçлеççĕ. Паянхи куна кунта сăвакан ĕнесем 260 пуç. Кашни ĕнерен куллен 13 килограмм сĕт суса илеççĕ. Пурĕ 4 доярка, икĕ оператор сменăпа вăй хураççĕ. Сĕт турттаракан пĕр автомашина. "Сĕт - ĕне чĕлхи çинче" тенĕ мĕн авалтан. Çакна Арапуçсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем кашни çулах выльăх апатне хăйсем валли те, сутлăх та хатĕрлеççĕ. Акă, кăçал та ку ĕç кал-кал пулса пырать. 1 пин те 72 тонна тюкланă курăка ферма çумне тата арккăллă склада тирпейлесе хунă. 2 пин тонна яхăн сенаж хатĕрленĕ. Ку ĕçе вĕсем çамрăксене те явăçтарнă. С.Иванов Чăваш ял хуçалăх академинче зоотехниксене вĕрентсе хатĕрлекен уйрăмра 2-мĕш курсра вĕренет. Вăл халĕ тăван хуçалăхра практикăра. В.Максимовпа Е.Иванова хальлĕхе ялти шкулта вĕренеççĕ. Каникулта ĕçлесе кăштах укçа тăвас теççĕ. Ĕçчен те хастар çамрăксем. Сенажа тракторпа таптатса выльăх тăварĕ сапса пыраççĕ. Ку техĕмлĕ апатпа сĕт сăвăмĕ ỹсесси паллах, ахальтен мар ĕнтĕ Арапуçсем сĕт сăвассипе малтисен ретĕнче.

Хуçалăхра ĕçлекен çынсене çур акинчен пуçласа кĕрхи ĕçсем вĕçленичченех кунне икĕ хутчен тỹлевсĕр вĕри апат çитереççĕ. Ку вара ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама майсем туса парать те ĕнтĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



29 июля 2006
00:00
Поделиться