Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вотяковсем

о Династи

Вотяковсем

Эпĕ 8-10-мĕш классенче Вăрмарти вăтам шкулта вĕреннĕ чухне, ку вăл 1952-56 çулсенче пулнă, Никита Александрович Вотяков шкул директорĕн Герман Егорович Егоровăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçлетчĕ. Никита Александрович хăйĕн мăшăрĕпе 8 ача пăхса ỹстернĕ. 4 ачи ашшĕ пекех пурнăçне шкул ĕçĕпе çыхăнтарнă.

Иккĕмĕш ывăлĕ, Олег Никитич Вотяков, 1931 çулта çуралнă, Шупашкарти пединститутра физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтерсе Мăнçырма шкулĕнче учитель пулса вăй хунă. Каярахпа районти шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторта тăрăшнă. Унăн ĕç стажĕ 20 çул. Олег Никитичăн мăшăрĕ Ираида Васильевна Мăнçырма шкулĕнче вырăс чĕлхи учителĕ пулнă. Пĕр вăхăт вăл парти райкомĕнче инструктор пулса ĕçленĕ. Шупашкара куçса кайсан 15-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вăй хурать, халĕ тивĕçлĕ канура. Ĕç стажĕ Ираида Васильевнăн 30 çул.

Елена Никитична Казакова 1940 çулта çуралнă, Чăваш патшалăх университечĕн биологипе хими факультетне вĕренсе пĕтернĕ, Мăнçырма шкулĕнче ĕçленĕ. Шупашкара куçса кайсан Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче аслă лаборант пулса тăрăшать. Анчах шел, çамрăклах çĕре кĕчĕ.

Болеслав Никитич Вотяков 1947 çулта çуралнă, ачасене шкулта математика предметне вĕрентнĕ, шел, аппăшĕ пекех çамрăклах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Унăн арăмĕ Зинаида Агентиновна Вотякова Мăнçырма шкулĕнче математика предметне вĕрентнĕ. 36 çул çав шкулта ачасене ăс парать, юратнă ĕçре савăнăç тупать. Çав шутран 29 çул директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ. Вăл халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, ĕç ветеранĕ. Пенсие тухнă пулсан та халĕ те ĕçлеме пăрахмасть-ха. Калас пулать: вĕсен çемйи карта тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, сĕт панă çĕрте те пысăк тăрăшулăх кăтартать.

Гая Никитична Вотякова 1936 çулта çуралнă, 1959 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Ĕç стажĕ Муркаш районĕнчи Иваново шкулĕнче пуçланнă, унтан Мăнçырмана куçса килет те учитель пулса ĕçлеме тытăнать. 1968-1973 çулсенче Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ пулса тăрăшать, унтан Шупашкара куçса каять. Шалти ĕçсен министерствинче вăй хурать, отставкăна милици майорĕ званипе тухать. Ăна РСФСР çутĕç министерствин Хисеп грамоти, "Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" юбилей медалĕ парса чыс тунă.

Унăн ывăлĕ, Владислав Геральдович Лукоянов, Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти 10-мĕш номерлĕ шкулта математика учителĕ пулса ĕçлет. Хĕрĕ, Виктория, ашшĕ çулĕпе кайнă. Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕренет, учитель пулма ĕмĕтленет.

Куратпăр ĕнтĕ, Вотяковсен династийĕнче нумайăшĕ чи йывăр факультета вĕренсе пĕтернĕ. Зинаида Агентиновнăн кинĕ, Людмила Николаевна Вотякова, Мăнçырма шкулĕнче учитель пулса вăй хурать. Вăл вырăс чĕлхине вĕрентет. Малтан Канашри педучилище вĕренсе пĕтернĕ, халĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче 6-мĕш курсра куçăмсăр майпа пĕлỹ пухать. Вотяковсен династийĕн ĕç стажĕ - 131 çул. Апла пулсан çак çăмăл мар профессипе вăй хума вĕсене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунар.

Г. ПЕТРОВ,
обществăлла корреспондент.
 
Мăнçырма ялĕ.


29 июля 2006
00:00
Поделиться