Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх пултарулăхĕ: аваллăхран паянлăха

о Культура
 
Халăх пултарулăхĕ: аваллăхран паянлăха
 
Çак кунсенче Вăрмарти тĕп библиотекăра "Халăх пултарулăхĕ: аваллăхран паянлăха" курав ĕçлет. Кунта пĕтĕмпех вулакансен аллипе хатĕрленĕ япаласене тăратнă. Мĕн-мĕн - çук-ши: чăваш кĕписем, масмаксем, тĕрĕсем, йывăçран, тăмран ăсталанă япаласем. Унсăр пуçне халăх пултарулăхĕ çинчен кунта тăратнă кĕнекесемпе компакт дисксенчен те пĕлме пулать.
 
Э. ДЕМЬЯНОВА,
библиотекарь.



02 августа 2006
00:00
Поделиться