Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кỹрентерес марччĕ "симĕс юлташа"

о Парксемпе садсем ешерччĕр

Кỹрентерес марччĕ "симĕс юлташа"

Вăрмар пек пуянни çук, уй пек асли çук.

                                                          Ваттисен сăмахĕ

Епле канлĕ, уçă çуллахи шăрăх вăхăтра симĕс вăрманта! Кăкăр тулли сывласа илнĕ вăрман сывлăшне ниçтипе те танлаштараймăн. Ура айĕнче - "симĕс кавир", вырăн-вырăнпа ун çине шăрçа евĕр хĕрлĕ çĕр çырли сапаланнă. Епле илемлĕ!

Шăп çак вăхăтра, çу кунĕсенче, эпир вăрмана канма кайма юрататпăр. Тутлă апат пĕçерсе çимесĕр кану никамăнах та иртмест пулĕ. Вăрман пире хăй хỹттине илет, пĕтĕм илемне парнелет, этем вара пач пархатарсăр.

Акă, хамăр ялтан аякра мар вăрманта - Упа катинче - пулса курма тỹр килчĕ. Вăрман пуçламăшĕ - пысăк мар хырлăх. Хыр тунисем йăлт çунса хуралса, лăссисем саралса ларнă. Те вучахне тĕплĕн сỹнтерменрен, те ятарласа чĕртсе янăран пулнă çак инкек. Йĕри-тавра пластмасса савăтсем, хутсем, полиэтилен хутаçсем выртаççĕ, эрех-сăра кĕленчисене вара пурне те темшĕн çĕмĕрсе хăварнă. Алă-урана сусăрлатасси те çавăнтах кĕленче ванчăкĕсемпе. Тепрехинче мĕнле килĕн-ха çак вырăна канма? Хамăр хыççăн тасатса, çунакан япаласене çунтарса хăварсан кăмăллăрах пулмĕччĕ-ши? Шкулта вĕреннĕ чухнех асăрхаттаратчĕç мар-и-ха пире кун пирки! Кашниех асра тытасчĕ çакна!

Çав вăхăтрах ырă тĕслĕхсемсĕр те мар. Акă, тата Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи вăрманта та пулса куртăм. Пĕр йывăçĕ çине çутă тимĕр çапса хунă, унта канма килекен йынсене вăрманта тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттаракан текст çырнă. Тен, ăна вуланă хыççăн канма килекенсен йышĕнчен хăшĕ те пулин хыççăн пуçтарса хăвармаллине ăнланĕ, тен, вара ыттисене те тăн кĕрĕ.

Э. АЛЕКСЕЕВА,
ЧПУ студенчĕ.


02 августа 2006
00:00
Поделиться