Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спортсмен та, тренер та

о Санăн çыннусем, район

Спортсмен та, тренер та

Михаил Михайлович Савинов 1956 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă. Ирĕклĕ енĕпе кĕрешессипе СССРăн тĕнче класлă спорт мастерĕ (1980), 1979 çулта ирĕклĕ майпа кĕрешсе СССР Кубокне çĕнсе илнĕ, Чехословаки чемпионĕ (1979), Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ.

Çапла çырнă чăвашсен кĕске энциклопедийĕнче пирĕн паллă ентеш çинчен. Çакă типĕ йĕркесем паллах Михаил Михайловичăн спортри çитĕнĕвĕсем çинчен калаççĕ-ха. Анчах унсăр пуçне М.Савинов паллă тренер та. Спорт карьерине вĕçленĕ хыççăн вăл темиçе çул хушши тĕрлĕ ют çĕр-шывсенче çамрăк спортсменсене ирĕклĕ кĕрешĕве хăнăхтарнă. Халĕ Çĕнĕ Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Федерацине ертсе пырать. Федераци воспитанникĕсем çĕр-шывра кăна мар, тĕнчипех паллă. Акă тĕнче класлă спорт мастерĕ В.Квасова 2000-мĕш çул тĕлнех 2 хут Раççей, Европа, тĕнче чемпионĕсен ятне тивĕçнĕ. Тĕнче класлă спорт мастерĕ О.Смирнова вара виçĕ хут Раççей, икшер хут Европа, тĕнче чемпионки ятне çĕнсе илнĕ. Михаил Михайлович ертсе пынипе çитĕнỹсем тунă пур спортсмена асăнма та çук. Паллă ентеше малашне те çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарса çĕнĕ рекордсем тума ăнтăлас ĕçре ăнăçусем сунас килет.

В. ВАСИЛЬЕВ.



02 августа 2006
00:00
Поделиться