Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăк ăру малашлăхĕшĕн

о Наркотике хирĕç
 
Çамрăк ăру малашлăхĕшĕн
 
Ачасене патриотизмла воспитани парас, тăван çĕр-шыва юратма вĕрентес, вĕсен канăвне усăллă ирттерес, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе Раççейри федераллă службăн Чăваш Республикинчи наркотик çаврăнăшне контроллес енĕпе ĕçлекен управлени, РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕн П.Семеновăн социаллă программăсен центрĕ Пĕтĕм Раççейри "Тивĕçлĕ ăру" спортпа патриотизмла проекта хутшăнса ачасен "Романтика" кану лагерĕнче çарпа спорт вăййисем ирттернĕ. Ку мероприятие Раççейри федераллă службăн Чăваш Республикинчи наркотик çаврăнăшне контроллес енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ, полици генерал-майорĕ В.Сивцов, заместителĕ С.Чехов, П.Семеновăн социаллă программăсен центрĕн представителĕ, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕ Ю.Соколов, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова, ачасен ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă. "Романтика" лагерьте канакан ачасемпе пĕрле спорт вăййисем, конкурссем ирттернĕ. Кану лагерĕн начальникĕ В.Табакова, кунти вожатăйсем, канакан ачасем çакăн пек мероприяти ирттернипе кăмăллă.
 
"Пирĕн тĕп задачăсенчен пĕри вăл - çамрăк ăрăва ырă-сывă çитĕнмешкĕн пур условисем туса парасси, вĕсен канăвне усăллă йĕркелесси", - терĕ лагерь начальникĕ В.Табакова пирĕнпе сывпуллашнă май.
 
 
 
                                                                З. ПАВЛОВА.


05 августа 2006
00:00
Поделиться