Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хатĕрленсе çитнĕ-и?

о Тĕрĕслỹ
 
Хатĕрленсе çитнĕ-и?
 
Шкулсем тата шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасене кĕтсе илме епле хатĕрленнине тĕрĕслеме район пуçлăхĕн хушăвĕпе комисси туса хунă. Ăна ертсе пыраканĕ - район пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов. Çак кунсенче комисси членĕсем Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта, ача-пăча сачĕсенче пулчĕç.
 
Палăртма кăмăллă: тĕрĕсленĕ обьектсем пурте ачасене кĕтсе илме хатĕр. "Березка" ача садĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе электричество пралукĕсене йĕркене кĕртессипе ыйтусем пулчĕç. Вĕсене çывăх вăхăтрах татса пама палăртнă. Çапла вара Вăрмар поселокĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемшĕн лăпкă пулма пултараççĕ. Тĕрĕслев ĕçĕ çитес кунсенче районти ытти вĕрентỹпе шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен учрежденисенче те иртĕ. Иртнĕ çулсем кăтартса панă тăрăх вĕрентỹ пайĕн системинче ачасемпе ĕçлекенсем хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ, кăçал та çак ĕç çаплах пулса пырасса шанас килет.
 
                                                                В. ТОЛМАТОВ.


05 августа 2006
00:00
Поделиться