Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн учительсем Президентсен премийĕсене тивĕçнĕ

о Вĕренỹ
 
Пирĕн учительсем
 
Президентсен премийĕсене тивĕçнĕ
 
Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствинче приоритетлă "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртессипе чи лайăх ĕçлекен учительсен конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
 
Чăваш Енри 112 учительтен Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх премине пирĕн районтан çак учительсем тивĕçнĕ:
 
Надежда Ильинична КУЗЬМИНА - Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти биологипе экологи учителĕ;
 
Людмила Александровна ЦЫФАРКИНА - Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ.
 
Республикăри 30 вĕрентекенрен Чăваш Республикин Президенчĕн 10 пин тенкĕлĕх премине:
 
Татьяна Рудольфовна ТАБАКОВА - Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти биологи учителĕ;
 
Раиса Терентьевна ГУРЬЕВА - Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти математика учителĕ тивĕçнĕ.
 
Пысăк çитĕнỹсем тунă ятпа вĕсене саламлатпăр, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр.


05 августа 2006
00:00
Поделиться