Поздравление администрации Урмарского района с Днем железнодорожника
Чукун çул транспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Чукун çул транспорчĕн ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
Эсир чукун çул ĕçченĕсен нумай ăрăвĕн мухтавлă йăлисене малалла тăсса, рынок условийĕсенче пассажирсем илсе çỹрессине тата грузсем турттарассине ỹстерсе, хăвăрăн ĕç пахалăхне лайăхлатма тата умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пыма тăрăшатăр. Сире пархатарлă ĕçĕршĕн тав тăватпăр. Малашлăхра ырлăх-сывлăх, çитĕнỹсем, телей сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов