Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уйра - "хир карапĕсем"

о Вырма - 2006
 
Уйра - "хир карапĕсем"

"Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин кăçал 1700 гектар çинчен пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртмелле. Комбайнсем уя июлĕн 29-мĕшĕнчех тухнă Њỹкерчĕк çинчеЌ. Паянхи кун тĕлне Киввăрмарсем 200 гектар çинчи тĕш тырă культурисене вырса çапнă. В.Васильев, А.Степанов, Валерипе Владимир Алексеевсен экипажĕсем кĕрхи ыраша вырса çапаççĕ, В.Алексеев, В.Васильев водительсем тырра йĕтеме турттараççĕ. Пурнăçламалли ĕç лаптăкĕ сахалах мар, анчах та пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен йĕпе-сапасем киличчен çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пухса кĕртетпĕрех. Çак ĕçе туса ирттерме пур майсем те пур, техника хатĕр. Механизаторсем пĕрремĕш çул кăна мар тырă вырма тухмаççĕ, вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе туса пыраççĕ.
 
Йĕтемре те ĕç шавĕ кĕрлет. Уйран килекен тырра шкул ачисем - И.Аршинова, И.Архипова, А.Васильева, О.Петрова СМ-4 агрегатпа тасатаççĕ Њỹкерчĕк çинчеЌ. Ку ĕçе И.Романова йĕтем заведующийĕ тата Т.Степанова склад пуçлăхĕ йĕркелесе пыраççĕ.
 
Çывăх кунсенче Кивĕ Вăрмар уй-хирне хуçалăхри пур комбайн та, вĕсем пурĕ 8, "ДОН-1500" - 2, "Енисей-950", "Нива СК-5" тухĕç. Паянхи куна тухăç гектартан вăтамран 30 центнера яхăн тухать.
 
                                                               В. НАРЗАЕВ,   
                                                                 тĕп агроном.


05 августа 2006
00:00
Поделиться