Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çемье тата воспитани

о Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ
 
Çемье
тата воспитани
 
Пирĕн Президентăн Н. Федоровăн Указĕ тăрăх 2006 çула - ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкĕ тесе йышăннă. Паян çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет енĕпе воспитани парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Чăнах та юлашки çулсенче çитĕнекен ăру хăйĕн чунсăрлăхĕпе тĕлĕнтерет. Çамрăксенчен нумайăшĕ пурнăç телейне модăллă тумтирсемпе тутлă çимĕçре кăна кураççĕ. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ши вара?
Шкулта чылай çул ĕçленĕ май, мĕн тĕрлĕ кăна ачасене курман-ши? Кашни ачан тĕрлĕ шăпа. Тепĕр те тепĕр ачан пурнăçне курсан шухăша та каятăн: "Кам ытларах пăшăрханать-ши çак ачашăн? Шкул е унăн çемйи?", - тесе.
Тупăнаççĕ-ха çакăн йышши ашшĕ-амăшĕсем те: хăшĕсем ачана тĕнчене çуратнă та вĕсен ĕçĕ çакăнпа вĕçленнĕ тесе шутлаканнисем. Воспитани вара - шкул ĕçĕ, вĕсен шухăшĕпе. Анчах та капла шутлани тĕрĕс мар. Ахальтен мар ĕнтĕ Кивĕ Халалтах ЊВетхий заветЌ çапла сăмахсем пур: "Çынна виличчен мухтама ан васка, вăл еплереххине ачисем тăрăх пĕлĕн".
Енчен те эсир хăвăр хыççăн ырă ят хăварас тетĕр пулсан, кун пирки паянах шухăша каймалла.
Пирĕн пата 100 çул каялла Ириней епископ Њ Екатеринбург тата Ирбит епископĕЌ вĕрентсе каланă сăмахсем çитнĕ. Акă мĕн каланă вăл: "Питĕ сахал ашшĕ-амăшĕ ачисене кирлĕ пек пăхса ỹстернĕ тесе мухтанма тивĕçлĕ. Çакăн тĕп сăлтавĕ - ашшĕ-амăшĕнче. "Ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ ачан ăс-хакăлпа шухăш туйăмĕн воспитанийĕ çине çăмăлттайла пăхаççĕ е хăйсен тĕпренчĕкне çав тери суккăрла юратаççĕ те ачисен начар енĕсене ниепле те асăрхамаççĕ. Айккинчен куракансем ырă сунса асăрхаттарас тенине те, ачи çинчен тĕрĕссине каланине, ырă канашсем панине те итлемеççĕ.
Хăçан та хăçан пĕчĕк пепкеçĕн киревсĕрлĕхĕ ашшĕ-амăшне те чăтмалла мар пулса кайсан тинех хăйсен йăнăшне ăнланса илеççĕ, çитĕннĕ ывăлне е хĕрне "юсама" пикенеççĕ. Анчах та вĕсем питĕ кая юлнă! Çавăнпа та, каласа хăварас килет манăн, ачасене çамрăклах ăс-хакăла вĕрентме пуçламалла", - тенĕ вăл.
Çуралнă-çуралман ачан чи пĕрремĕш общество хутлăхĕ Њсоциальная средаЌ - унăн çемйи: ашшĕ, амăшĕ, аппăшĕ, пиччĕшĕ, аслашшĕ, асламăшĕ тата ытти те. Ачаран чăн-чăн çын аталанасси ашшĕ-амăшĕнчен килет. Ăсчахсем каланă тăрăх воспитанин 80 проценчĕ çемьерен килет, 20-шĕ вара шкул çине лекет. Ириней епископ малалла çапла каланă: "Пахчаçă йывăçсем çинчи тискерленсе кайнă туратсене вăхăтра касать. Ашшĕ-амăшĕн те çакăн евĕр ĕçсене ачисене воспитани парассипе тумалла. Сад пахчинче тискерленсе кайнă йывăçа курсан никамăн пуçне те йывăçа вăрçас шухăш пырса кĕмест, мĕншĕн тесессĕн, сад пахчин хуçи садри йывăçсемшĕн явап тытать. Çак шухăша илсе çитерес тетĕп сирĕн чĕремĕрсене, ашшĕ-амăшĕсем! Ăнланса илĕр те çакна йышăнăр: сирĕн килте усал та итлеме пĕлмен ачасем пур пулсан, куншăн эсир хăвăр айăплă", - тесе çырнă вăл малалла.
Енчен те эсир ачасем сире ватлăхра ан манччăр тесен, вĕсемпе паян нумайрах калаçăр, хăвăртан ан сивĕтĕр! Çухăрса вăрçас вырăнне ăшă канаш пама тăрăшăр.
 
Н. ГЕОРГИЕВА,
Арапуç шкулĕнчи
педагог-психолог.


09 августа 2006
00:00
Поделиться