Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçри хăрушсăрлăхшăн

Ĕçри хăрушсăрлăхшăн
 
Район администрацийĕн ĕç условийĕпе сыхлава йĕркелесе пыракан координаци канашĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствипе пĕрле "Чăваш Республикинче ĕç хăрушлăхне хальхи вăхăтра тытса пырасси" темăпа район администрацийĕн ларусен залĕнче канашлу иртрĕ. Ăна "Республикăри ĕç сыхлавĕн центрĕ" патшалăх учрежденийĕн директорĕ В.Нягин уçрĕ, министерствăн пай пуçлăхĕ К.Милюхин ертсе пычĕ, унăн ĕçне предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, профсоюз комитечĕсен председателĕсем, ĕç хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен инженерсем хутшăнчĕç.
Ĕç сыхлавĕшĕн коллективсенчи яваплă çынсемпе 40 сехетлĕ программăпа вĕрентỹ ирттерме палăртнă. Унăн хыççăн экзаменсем пулĕç, ăна ăнăçлă тытнисем удостоверенисем илĕç, çапла вара ĕçре пулма пултаракан инкексен йышĕ чакĕ.
 
В. Толматов.


09 августа 2006
00:00
Поделиться