Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕле хатĕрленсе

о Коммуналлă хуçалăх
 
Хĕле хатĕрленсе
 
Район пуçлăхĕн В.Кирилловăн июлĕн 24-мĕшĕнче тухнă "2006-2007 çулхи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленесси" хушăвĕпе килĕшỹллĕн поселокра ăшă пыракан пăрăхсене юсассипе ĕçсем пуçланнă. Хальхи вăхăтра 1 номерлĕ котельнăйĕнчен Молодежная урамĕ урлă 24 метр, "Больничнăй" тăкăрлăкĕнче 27 метр тăршшĕ ăшă пăрăхĕсем улăштарас ĕç пырать. В.Куприянов сварщик, М.Иванов, А.Семенов, Г.Николаев, Г.Краснов слесарьсем ăшă пыракан трассăна полиэтилен пăрăхĕсем хываççĕ Њỹкерчĕк çинчеЌ. Çавăн пекех Мир тата Ленин урамĕсенче 92 метр тăршшĕ ăшă пыракан пăрăхсене улăштармалла. Вĕсене пурне те "Чуваштеплоэнергогаз" тулли мар яваплă обществăн "Урмарытеплосеть" филиалĕн ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ.
 
                                                                В. ВАСИЛЬЕВ, мастер.



09 августа 2006
00:00
Поделиться