Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни гектартан - 40 центнер

о Вырма - 2006
 
Кашни гектартан - 40 центнер
 
Çакăн пек тухăç илеççĕ кĕрхи тулăна вырса "Шигали" хуçалăх ĕçченĕсем. Сăмах май çакна палăртса хăвармалла: ку хуçалăх пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерессипе чылай çул ĕçлет. Элита, суперэлита вăрлăхĕсем акаççĕ кунта, çавăнпа тухăçне те лайăх илеççĕ.
Г.Иваншкин, Н.Долгов, В.Краснов комбайнерсем "хир карапĕсене" вырмана тĕплĕн хатĕрленĕ. "Енисей - 1200" комбайнсемпе пĕр кăлтăксăр ĕçлеççĕ, кунне 60 тонна таран вырса çапаççĕ. Штурвал умĕнче "Шигали" хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов, тĕп инженер Н.Долгов та пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Г.Иваншкин, В.Краснов комбайнерсем, Ю.Александров, С.Петров водительсем тĕш тырăна кĕске вăхăтра пухса илессипе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра 140 гектар вырса çапнă, 560 тонна пухса кĕртнĕ.
В.Тапинов тĕп агроном пĕлтернĕ тăрăх, уяр çанталăк пулсан, тĕш тырăна кĕске вăхăтра пухса кĕртеççех. Хальхи вăхăтра пĕр гектартан 40 центнер тухăç тухать, апла пулсан хуçалăхĕ те, ĕçченĕсем те тырăран "пуян" пулмалла.
Ĕç шавĕ уй-хирте пысăк хăвăртлăхпа пынисĕр пуçне, йĕтем çинче те "вĕресе" тăрать. Кунти ĕçе пĕтĕмпех Ю.Яковлева бригадир йĕркелесе пырать. Ю.Александровпа С.Петров водительсем йĕтеме умлăн-хыçлăн тĕш тырă турттараççĕ. Л.Степанова тырă виçекен вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Н.Иванов, Ю.Данилов КЗС-5, СЗП агрегатсене пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Н.Иванова склад заведующийĕ пĕлтернĕ тăрăх пỹлмесем тырă йышăнма хатĕр. Н.Сормулатов, С.Чернова, Г.Чермаков, Л.Самар, А.Яндутов рабочисем ылтăн пĕрчĕсене пỹлмесене кĕртессипе ĕçлеççĕ.
Çĕр ĕçченĕсене С.Софронова, Г.Александрова поварсем кашни кун техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ.
Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Акă Ю.Иваншкин механизатор 300 гектар çĕр сухаланă. Унсăр пуçне акма 30 тонна паха вăрлăх хатĕрленĕ.
 
 
 
З. Павлова.


09 августа 2006
00:00
Поделиться