Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци проекчĕсене пурнăçа

Наци проекчĕсене пурнăçа
 
Районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче "Наци проекчĕсем - 2006" кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Кунта тăратнă пур кĕнекепе хаçат-журнал та пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе, ял хуçалăхĕнчи, вĕрентỹпе сывлăха сыхлас ĕçри çитĕнỹсене сăнлаççĕ. "Пĕрле пулсан пур ыйтусене те татса пама пултаратпăр", - тенĕччĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин. Библиотека ĕçченĕсем вара наци проекчĕсем çинчен пĕлтерекен информацие халăх патне çитерсе вĕсене пурнăçа кĕртме хăйне евĕр тỹпе хывать. Çакна юлашки темиçе кун хушшинче вулакансем 100 ытла издани вулама илни те çирĕплетсе парать.
 
С. ЩЕРБАКОВА,
ертсе пыракан библиотекарь.


09 августа 2006
00:00
Поделиться