Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрлехи канашлу

о Вырăнти хăй тытăмлăх
 
Пĕрлехи канашлу
 
Район пуçлăхĕ В.Кириллов ЧР Президент Администрацийĕпе пĕрле ирттернĕ канашлăва район Пухăвĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен, хуçалăхсен руководителĕсем, шкулсен директорĕсем, муниципалитет ĕçченĕсем, çавăн пекех ЧР Президент Администрацийĕн руководителĕн заместителĕ В.Максимов, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайăн представителĕ Н.Каргин, РФ Верховнăй суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникĕ В.Петров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн строительство тата вырăнти хăй тытăмлăх комитечĕн председателĕ Г.Васильев хутшăннă.
 
Чи малтанах районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе райадминистраци пуçлăхĕн финанс енĕпе ĕçлекен заместителĕ О.Васильев паллаштарнă.
ЧР Президент Администрацийĕн руководителĕн заместителĕ В.Максимов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров ертсе пынипе районсемпе хуласен пуçлăхĕсен республика Президенчĕ çумĕнчи канашĕн ларăвĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă.
Канашлура çавăн пекех РФ Верховнăй суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи управлени начальникĕ В.Петров, ЧР Патшалăх Канашĕн строительство тата вырăнти хăй тытăмлăх комитечĕн председателĕ Г.Васильев, Шупашкарти "АККонд" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов тухса калаçнă.
Вячеслав Николаевич канашлăва ятарласа килнĕ республика представителĕсене тав турĕ.
 
                                                              А. ХОВАНСКИЙ.



09 августа 2006
00:00
Поделиться