Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сирĕн ыйтăва мĕнле тивĕçтереççĕ?

Сирĕн ыйтăва
мĕнле тивĕçтереççĕ?
 
Юрий Николаевич ЕГОРОВ "Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат" муниципаллă унитарлă предприятие 2004 çултанпа ертсе пырать. Пирĕн корреспондент В.ТОЛМАТОВ унпа курса калаçса хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
 
- Икĕ çул нумаях та мар, хăвăр ĕçĕре чи малтан мĕнрен пуçларăр?
 
- Малтанах предприятие çĕнĕрен регистрацилерĕмĕр. Унтан пурлăх базине çĕнетме тытăнтăмăр. Хăвăрах шутлăр-ха - халиччен 40 çул каялла кăларнă фотоаппаратсемпе сăн ỹкерчĕксем тунă. Мĕнле пахалăх çинчен калаçма пулать ĕнтĕ? Çавăнпа та цифрăллă фотоаппарат, компьютерсем илтĕмĕр. Халĕ самантрах çынсене пахалăхлă сăн ỹкерчĕксемпе тивĕçтеретпĕр.
 
- Предприяти ячĕ "халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен" сăмахсенчен пуçланать. Эппин, халăха мĕнпе тивĕçтеретĕр-ха?
 
- Арçынсен тата хĕрарăмсен парикмахер залĕсем пур. Çỹç касатпăр, сăрлатпăр, кăтралататпăр тата ытти те. Çĕвĕ цехĕнче клиентсем ыйтнипе кивĕ тумтире те юсаççĕ, çĕнни çĕлеççĕ, заказсем сахалтарах чухне вырăн таврашĕ çĕлеççĕ. Сехет, телевизор, атă-пушмак юсатпăр, вилнисене юлашки çула ăсатма кирлĕ япаласем сутатпăр. Сăн ỹкерчĕксем ỹкерсе кăларса парасси пирки çỹлерех асăннăччĕ ĕнтĕ.
 
- 2004 çулпа танлаштарсан производствăра ỹсĕмсем пур-и?
 
- Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Эсир асăннă çулпа танлаштарсан халăха йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтересси кăçал 1,5 хут ỹсрĕ. Уйрăмах çĕвĕ мастерскойĕ лайăх ĕçленине палăртмалла, парикмахерсен тỹпи те пысăк, кĕрекен тупăш кашни çул 20 процентран кая мар ỹссе пырать. Вилнĕ çынсене юлашки çула ăсатма кирлĕ япаласене сутасси 7 хут ỹсрĕ. Çакна пĕрре те вилнисен йышне ỹснипе çыхăнтарас килмест. Ку пирĕн патĕнчен кирлĕ япаласене вăхăтра тата чăрмавсăр илме пулнипе çыхăннă.
 
- "Кадрсем пĕтĕмпех татса параççĕ", - тесе калатчĕç тахçан...
 
- Килĕшетĕп, кадрсенчен нумай килет. Пирĕн коллективра 30 çын. Пурте вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ. Анчах хамăр ĕçе татах та анлăлатма палăртнă май, пире халĕ телемастер, ытти йăла техникисене юсакансем кирлĕ.
 
- Пушă пỹлĕмсемпе те тухăçлă усă куратăр пулмалла?
 
- Çапла, эпир вĕсене тĕрлĕ магазинсем уçма панă. Тỹрех калас килет- вĕсем халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпех ĕçлеççĕ - ял-хуçалăхра кирлĕ таварсем сутаççĕ, фототаварсемпе компьютерсем юсаççĕ, чỹрече, алăк кантăкĕсем касса лартса параççĕ. Çын кунта яланах нумай.
 
- Мĕнле малашлăх тĕллевĕсемпе пурăнатăр?
 
- Умра тăракан тĕп задачăсенчен пĕри - ялта пурăнакансен йăла ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси. Çакна пурнăçлас тесе районти кашни пысăк ялта филиалсем уçасшăн. Район, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулăшнипе Аслă Чакра уçрăмăр та, çывăх вăхăтра Кĕтеснерте уçма палăртнă. Ытти ялсен тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те çак ĕçе туса ирттерме пулăшу парасса шанас килет. Вăй çитерсе ялсене тавар турттарма автомашина та илесшĕн. Çакна та палăртмалла, филиалсем уçни халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерме кăна пулăшмасть, ялсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма та май туса парать.
 
- Эппин, ăнăçу сире.



09 августа 2006
00:00
Поделиться