Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Туслăх паркĕ" пулать

о Çут çанталăк
 
"Туслăх паркĕ" пулать
 
Кавал ялĕн çурçĕр енче пысăк мар кỹлĕ пур. Ĕлĕкрех çак кỹлĕ тарăнрахчĕ, унта эпир шыва та кĕреттĕмĕр. Хальхи вăхăтра вăл ăшăхлана пуçларĕ.
Кỹлле сыхласа хăварас, яла илем кỹрсе тăтăр тесе тăрăшаççĕ кунта пурăнакансем. Акă, Владимир Табаков, Федор Садюков, Анатолий Чумычкин тата Аркадий Игнатьев тăрăшнипе кỹлĕ хĕррисене пĕлтĕрех йывăçсем: хурăн, йăмра, тирек, çăка лартса хăварнă. Вĕсем халĕ лайăх ỹсеççĕ. Вĕсене В.Табаков хăйĕн çемйипе пăхса тăрать, кăпкалатать, шăварать. Кỹлле шкул ачисем пулăшнипе тĕрлĕ çуп-çапран тасатсах тăрать. Çавăнпа пăхма та кăмăллă. Кĕтỹ янă хыççăн качакасене те "тустарса" ярать.
Кăçал та кỹлĕ йĕри-тавра çĕнĕрен йывăçсем лартса хăварнă - пурĕ 30 тĕп. Кунта вĕсем парк тăвасшăн, унăн ячĕ - "Туслăх паркĕ". Халĕ те илемлĕ кунта - кỹлĕ хĕрринче. Çулсем иртнĕ май йывăçĕсем те ỹссе кайĕç, илемлĕ пулĕ "Туслăх паркĕ", çамрăксем кунта канма яланах хавас пулĕç.
 
 
В.ТУРТУШОВ,
обществăлла корреспондент.


09 августа 2006
00:00
Поделиться