Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Выльăх-чĕрлĕхе - паха апат

о "Ешĕл вырма" - 2006
 
Выльăх-чĕрлĕхе - паха апат
 
Ĕççи - çĕр çинче ĕçлекеншĕн чи яваплă тапхăр. Мĕн акса-лартса çитĕнтернине йăлтах тирпейлĕн пухса кĕртес тĕллевпе пурăнать вăл. Уй халĕ ир-ирех мотор кĕрлевĕпе тулать. Мал ĕмĕтлĕ çĕр ĕçченĕсем хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, силос, сенаж хываççĕ. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин акăнакан çĕрĕн 35 процентне пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ йышăнать. Кăçал планпа утă - 200 тонна хатĕрлемелле, силос - 500 тонна хывмалла пулсан, хальхи вăхăтра утă - 200, силос 132 тонна хатĕрленĕ.
"Хĕл хырăмĕ вăрăм", - теççĕ халăхра. Паян лайăх çанталăкпа усă курса çанă тавăрса ĕçлемерĕн, выльăх апачĕ вăхăтра хатĕрлесе юлмарăн пулсан, ыран вара ỹкĕнмелле пулĕ. Çакна вара фабрика ĕçченĕсем лайăх ăнланаççĕ. Ăнланаççĕ çеç мар, мĕн иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тăрăшса вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра 68 гектар çинче М. Илларионов механизатор МТЗ-82 маркăллă трактор çумне КПИ-2,4 агрегат çакса пăрçа йышши культурăсене вĕтетсе машина çине тиесе пырать Њỹкерчĕк çинчеЌ. Ĕçе пахалăхлă тума тăрăшать. Çавăн пекех С.Николаев, С.Архипов. А.Клементьев, Н.Якимов тата ыттисем те тăрăшулăх кăтартаççĕ.
- Силос хатĕрлеме çăмăлах та мар ĕнтĕ, - тесе калаçу пуçарсан, мана фабрикăн тĕп агрономĕ В.Нарзаев çапла хуравларĕ: "Пахалăхлă силос хатĕрлеме кирлĕ нỹрĕлĕх 65-75 процент пулмалла. Силосланă чухнехи чи кирлĕ меслет вăл - курăка мĕнлерех вĕтетни. Калăпăр, пăрçа йышши культурăсене 2-3 сантиметр тăршшĕ вĕтетмелле. Силос ытлашши вĕриленсе ан кайтăр тесен йывăр тракторсемпе Њ4-5 кунЌ пусăрăнтармалла. Силоса тутлантарма - хими консерванчĕсемпе те усă кураççĕ".
Паха выльăх апачĕ хатĕрлес тесен тĕрĕс пĕлсе ĕçлени те кирлĕ. Çакна вара фабрика ĕçченĕсем лайăх ăнланаççĕ.
"Çанталăкĕ уяр тăрсан, эпир ку ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлесшĕн", - теççĕ вăй хуракансем.
 
З. ПАВЛОВА.



09 августа 2006
00:00
Поделиться