Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх сывлăхĕшĕн

Халăх сывлăхĕшĕн
 
Районти сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем приоритетлă "Сывлăх сыхлавĕ" наци проектне пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрса кĕрешеççĕ.
Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатса пынă никĕс çине пĕтĕмĕшле практика врачĕсене, участоксенчи врач-терапевтсене, врач-педиатрсене, çỹлте асăннă врачсен категорийĕнчи медицина сестрисене ĕçшĕн тỹлесси çĕнĕ йĕрке çине куçнă.
Кăçалхи июльтен пуçласа ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсен, медицина сестрисен ĕç укçине пысăклатнă.
Виçĕ врач, 9 медсестра хăйсен пĕлĕвĕсене курссенче ỹстернĕ.
Федераллă бюджетран медицина валли уйăракан укçа кашни уйăхрах ỹссе пырать.
Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 70849 тенкĕ тăракан лаборатори оборудованийĕ - пĕрре, ЭКГ тата УЗИ аппаратсем илсе килнĕ. Çĕнĕрен илсе килнĕ васкавлă пулăшăвăн 6 автомашинине хальхи йышши çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă.
Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кăçал амбулаторипе поликлиникăн пурлăх никĕсне çирĕплетес тĕллевпе цифрăллă флюорограф, фиброколоноскоп, фиброгастроскоп пĕрер килмелле.
 
В. ВАНЮКОВ,
район больницин тĕп врачĕ.


12 августа 2006
00:00
Поделиться