Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кивĕ Вăрмарта та страуссем пур

о Тĕлĕнтермĕш
 
Кивĕ Вăрмарта та страуссем пур
 
Икĕ çул каялла Раççейре тĕрлĕ фермăсемпе уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче 5 пине яхăн страус усранă. Статистика 2006 çулта çак кайăк йышĕ миçе пин пуçа çитни пирки шарламасть. Анчах çакă паллă - халĕ вĕсем Вăрмар тăрăхĕнче те пур. Нумаях пулмасть Кивĕ Вăрмарта пурăнакан В. Филиппов 6 пуç - 2 аçапа 4 ама - Мускав облаçĕнчи Серпухов хули çывăхĕнчи фермăран Африкăри хура страуссене илсе килчĕ. Ку йăх çĕр çинче чи пысăкки шутланать. Аçисем 2,5 метр таран ỹсме, 160 килограмм тайма пултараççĕ, пĕр çăмарти 1,5-2 килограмм йывăрăш. Çак мăнаçлă та çỹллĕ кайăксем ятарласа тунă картара васкамасăр утса çỹренине курсан пĕрремĕш ыйту мĕн çитерсе тăрантасси пирки пулчĕ. Владимир Сергеевич каланă тăрăх кунне 2-2,5 килограмм апат - вĕтетнĕ курăк тата тырă кирлĕ иккен вĕсене. Ун хыççăн çак пирĕн тăрăхшăн тĕлĕнтермĕш кайăксем пирки тĕплĕнрех пĕлме шутларăмăр.
Вĕсем çăмарта тумалли инкубаци тапхăрĕ 42 кунпа танлашать. 40 çул хушшинче кашни çул 40-70 çăмарта тăваççĕ. Енчен те ĕне çулталăкне 250 килограмм какай пама пултарать пулсан, страус вара 1800 килограмм таран. Пĕр ама пурнăçĕ тăршшĕнче унăн чĕпписем 60-70 тонна паха аш-какайпа тивĕçтереççĕ.
         Çак кайăкăн тăван çĕр-шывĕ Африка пулсан та сивĕрен те хăрамасть - 30 градус таран чăтма пултарать. Паллах, хĕллехи вăхăтра ăшă вите кирлĕ ĕнтĕ. Владимир Сергеевич ăна хута янă та, сивĕ вăхăтра урайне пăчкă кĕрпи, улăм сарма палăртнă.
Африка "хăнисем" çамрăк-ха, халĕ - 9 уйăхра кăна, çавăнпа та вĕсене пусасси пирки сăмах пымасть. Çывăх вăхăтра вĕсен хуçи çăмарта тутарассине йĕркелесе ярасшăн. Каярах, тен, эпир те аш-какайне те, страус çăмартин омлетне те тутанса пăхăпăр, вĕсен тирĕнчен çĕленĕ куртка тăхăнакансем хамăр хушăрах пуласса та шанас килет. Владимир Сергеевича çак çĕнĕ ĕçре ăнăçу сунар.
 
Тексчĕпе сăн ỹкерчĕкĕ
В. ТОЛМАТОВĂН.


12 августа 2006
00:00
Поделиться