Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спортпа туслă пулсан...

Спортпа туслă пулсан...
 
"Спортпа туслă пулсан çын чун хавалĕпе те ырă", - теççĕ. Ку чăн та çапла пирки никам та иккĕленмест пулĕ, мĕншĕн тесен сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканăн пуçĕнче усал шухăшсем пулма та пултараймаççĕ. Çавăнпа та райадминистрацин социаллă аталану пайĕ хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ чухне чи малти вырăна ытларах та ытларах çынна спортпа тата физкультурăпа туслаштарас тĕллев лартать. Çакă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2006 çула Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ чухне татах та актуаллă. Халăх массăллă спортпа кăсăклантăр тесен вара ытларах мероприятисем ирттермелле. Çак ĕçе районти хула, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, шкул ачисем активлă хутшăнаççĕ. Хĕллехи вăхăтра спортăн чи массăллă енĕ - йĕлтĕрпе чупасси. Акă январь уйăхĕнче Çĕнĕ Кинчер ялĕнче Р.Петров интернационалист-воина асăнса ăмăрту ирттертĕмĕр. Унта çĕр ытла çын хутшăнчĕ. Энĕшпуçĕнче пĕр тăван Ивановсене халалласа ирттернĕ ăмăрту вара 200 ытла спортсмена пухрĕ. Шупашкарта иртнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2006" чупăва Вăрмар районĕнчен 150 çын кайрĕ. Кивĕ Вăрмар каччи С.Федоров йĕлтĕр комплекчĕ выляса илме пултарчĕ, тепĕр пилĕк спортсмен Раççей Федерацийĕн физкультура енĕпе ĕçлекен федераллă агентствăн грамотисене тивĕçрĕç.
Хоккейла вылясси те вăй илсе пырать. Акă район команди Патăрьел тăрăхĕнче иртнĕ турнира хутшăнса 4-мĕш вырăна тухрĕ. Хĕллехи футбол вăййине те кăмăллаççĕ Вăрмарсем. Çак енĕпе Куславккара ирттернĕ тупăшура ентешсем 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Футболла, волейболла, баскетболла вылясси, кире пуканĕ йăтасси, армспорт физкультурăпа туслисем хушшинче анлă сарăлнă. Акă ялти клубсем хушшинче çамрăксемпе ачасене массăллă физкультура ĕçне явăçтарассипе ирттернĕ конкурса хутшăнса Кивĕ Вăрмарти "Улăп" физкультурăпа сывлăх центрĕ Њертỹçи - В.ГригорьевЌ республикăра 3-мĕш вырăн йышăнса Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Ытти енĕпе те çитĕнỹсем нумай.
Патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен V-мĕш Спартакиадинче эстафетăра 1-мĕш пултăмăр, мини-футбол енĕпе те Красноармейски салинче тата Канаш хулинче иртнĕ ăмăртусенче пур командăна та парăнтарса пĕрремĕш вырăнсене тухрăмăр. Шашкăлла выляссипе ăмăртса та Вăрмарсене республикăра çитекенни пулмарĕ. Л.Агапова тренер ертсе пыракан çăмăл атлетсен команди Чăваш Республикин чемпионатĕнче чи вăйлă пулнине кăтартса пачĕ. Анчах пăшăрхантаракан самантсем те пур-ха. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче спорт инвентарĕ сахал, массăллă физкультурăна аталантарма укçи-тенкине те çителĕклĕ уйăрмаççĕ. Эппин çак çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе ĕçлемелли пур-ха пирĕн.
 
А. Краснов,
район администрацийĕн
физкультура енĕпе ĕçлекен
тĕп специалисчĕ.


12 августа 2006
00:00
Поделиться