Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тырă выраççĕ, улăм преслаççĕ

о Ĕççи - 2006
 
Тырă выраççĕ, улăм преслаççĕ
 
Ял хуçалăх ĕçченĕсем уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе усă курса юлма тăрăшаççĕ. Акă "Вознесенское" хуçалăхра та хĕрỹ ĕççи пырать. Çĕр лаптăкĕ пурĕ 910 гектар йышăнать, вĕсенчен 754 гектарĕ акăнаканнисем. Кăçал ку хуçалăхра тĕш тырă - 468, çĕр улми - 3, пăрçа йышши культурăсем - 6, нумай çул ỹсекен курăксем 55 гектар акнă-лартнă. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 48 çын вăй хурать. Вĕсенчен кашниех ĕççине активлă хутшăнать. Аркадий Волков Дон-1500 комбайнпа 107 гектарлă ыраш пуссине вырса çапнă çĕртеЌ тăрăшать. Андрей Гаврилов вара МТЗ-82 маркăллă трактор çине ПРФ-145 агрегат çакса ыраш улăмне преслать.
ЧР Президенчĕ Н. Федоров пысăк пĕлтерĕшлĕ "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектĕнче малашлăх валли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăрт аталантармалли, хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисен аталанăвне хавхалантармалли мерăсем палăртнă. Хуçалăхра выльăх шутне ỹстерсе пыма палăртнă май (мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх - 68, сыснасем 18 шутланаççĕ) хĕл валли апатне те çителĕклех хатĕрлеме тăрăшаççĕ.
 
З. Павлова.


12 августа 2006
00:00
Поделиться