Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Умри тĕллевсене палăртрĕç

о Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт
 
Умри тĕллевсене
палăртрĕç
 
"АгроВладина" тулли мар яваплă обществăра иртнĕ хурт-хăмăр ăстисен канашлăвĕнче хурт-хăмăра хĕле хатĕрлес, çĕнĕ эмел препарачĕсемпе усă курас, çак отрасле хуçалăхсенче аталантарас ыйтусене пăхса тухнă.
Канашлăва райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Л.Петров, "АгроВладина" тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ В. Петров, Энтрияль тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Андреев, "Чувашпчелагентство" патшалăх унитарлă предпрятийĕн хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлекен специалисчĕ А. Кудряшова хутшăннă.
Чи малтанах вĕсем 55 хурт çемйинчен тăракан хурт пахчинче пулса курнă. Çакна палăртмалла: ку хурт пахчин территорийĕ требованисене пăхăнмасть, çавăнпа та çĕнĕ хурт пахчи тума тытăннă. Паянхи куна пурĕ 2577 хурт çемйи. Вĕсенчен халăхăн - 1566, ял хуçалăх предприятийĕсенче - 864, хресчен-фермер хуçалăхĕнче - 147.
Паха пыл туса илессипе Кавалти "Фацелия" хресчен-фермер хуçалăхĕ малти вырăнта. Пĕр хурт çемйинчен 13 килограмм пыл туса илнĕ. Тикашри "Иванов" хресчен-фермер хуçалăхĕнче вара пĕр хурт çемйинчен - 10 килограмм.
 
 
 
Н. ШИШКИНА,
райадминистрацин
информаци пайĕн специалисчĕ.


12 августа 2006
00:00
Поделиться