Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял варринче - пĕве

Ял варринче - пĕве
 
Тирпей-илем кĕртесси - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем чи малтан пурнăçламалли ĕç. 2001 çултан тытăнса, "Чăваш Республикинче общество инфраструктурине малалла аталантарасси çинчен" указ кăларсан, халăх пурăнакан вырăнсен сăн-сăпачĕ чылай улшăнчĕ. Республика тĕп хули Шупашкар, унпа пĕрлех районсем, вĕсенчи ялсем те.
Ялсем тенĕрен, сăмахран Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче урамсенче тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе активлă ĕçлеççĕ. Акă нумаях пулмасть ял халăхĕн ыйтăвне тивĕçтерсе ял варринче пĕве пĕвелеме тытăннă.
Республикăн "Чăваш Республикинче пурăнакансене 2005-2008 çулсенче паха шывпа тивĕçтересси" тĕллевлĕ программи ĕçлеме тытăннă май, эпир те ăна пурнăçа кĕртсе халăха кирлĕ ĕç тăвас терĕмĕр. Ялта пĕве кирли каламасăрах паллă. Шывсăр çын пурăнаймасть. Выльăх-чĕрлĕх валли те, пушар хăрушлăхĕ сиксе тухас пулсан та Њун пекки ан пултăрахЌшыв питĕ кирлĕ. Çаксене шута илсе ĕнтĕ, кăçал пĕве пĕвелес терĕмĕр. Хальхи вăхăтра ку ĕçсене "Гидротехника" тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Паянхи куна илес пулсан 5 единица техника ĕçе тытăннă. Унсăр пуçне 10 çын çĕр ĕçĕсене пурнăçлать, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков.
Пĕве пĕвеленипе пĕрлех кунта пушар машини шыв илме ятарлă вырăн пулмалла. Ял халăхĕ утса çỹреме, техника каçмашкăн çула сарма палăртнă.
Вырăнти влаçăн чи малта тăракан задачисенчен пĕри - граждансемпе яланах тата тĕрлĕ енлĕ хутшăнса ĕçлесси, общество инфраструктурине тытса тăрасси, аталантарасси. Çаксене тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков. Акă пĕве пĕвелессипе пĕрлех çĕнĕ чиркỹ хăпартас ĕç те тапранчĕ. Нумаях пулмасть ун валли 25 пин штук кирпĕч илсе килнĕ. Апла пулсан ялăн малашлăхĕ пур.
 
З. Павлова


12 августа 2006
00:00
Поделиться