Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр улми кăлараççĕ

о Ĕççи - 2006
 
Çĕр улми кăлараççĕ
 
Пысăк Енккассинчи С. Калягин фермера пирĕн районта çеç мар, республикăра та пĕлеççĕ. Ял хуçалăхне аталантарас ĕçре палăрса вăл "Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне тивĕçнĕ пулнă.
"Колос" фермер хуçалăхĕ кашни çулах пысăк лаптăк çинче çĕр улми, кишĕр, кăшман çитĕнтерет. Акă кăçал та 4 гектара яхăн "Удача" сортлă çĕр улмине лартса хăварнă. Çак кунсенчех "иккĕмĕш çăкăра" В. Ефремов механизатор МТЗ - 82 тракторпа кăларма пуçларĕ. Малтанлăха шутланă тăрăх тухăçĕ та начар мар. Гектартан 150-200 центнер тухасса шанать фермер. Кăларса пынă май сутăнсах пырать çĕр улми. Паллах пĕччен кăларса пуçтарса пĕтереймĕн, çавăнпа та Станислав Александрович ял халăхне, шкул ачисене çак ĕçе явăçтарать.
 
П. АЛЕКСЕЕВ.


18 августа 2006
00:00
Поделиться