Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çивĕч ыйтусем пăхса тухнă

о Вырăнти хăйтытăмлăх
 
Çивĕч ыйтусем пăхса тухнă
 
Район администрацийĕн ларусен залĕнче хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне райадминистрацин тата тĕрлĕ организацисен яваплă ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Ăна район пуçлăхĕ, канашăн председателĕ В.Кириллов уçрĕ. Хальхи вăхăтра умра тăракан çивĕч задачăсем - шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесси, çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртесси, выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесси çинче чарăнса тăчĕ. Чукун çул урлă хывакан кĕпере тата унăн патне пыракан çул-йĕре вăхăтра хута ярассине палăртрĕ. Ял-хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер), уйрăм хуçалăхсене кредитсем парасси районта ăнăçлă пулса пынине асăнчĕ.
Ларура виçĕ тĕп ыйту пăхса тухрĕç.
Район çыннисене таса шывпа тивĕçтерессипе мĕнле ĕçсем туса ирттермелли çинчен Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Çĕрпỹ районĕн ертсе пыракан специалисчĕ О.Кузьмин тухса калаçрĕ. Ун хыççăн сăмах илекенсем çак ĕçе пурнăçа кĕртес тесен хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе хуçалăхсемпе предприятисен руководителĕсем алла-аллăн ĕçлемеллине палăртрĕç.
Иккĕмĕш ыйту выльăх масарĕсем пирки пулчĕ. Вĕсемпе çыхăннă санитари правилисене районти тĕп ветеринари инспекторĕ Л.Щукина ăнлантарса пачĕ.
Вăрмар районĕнчи административлă комиссин çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ - организаци пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов отчет туса пачĕ. Комисси членĕсем 13 ларура 74 ĕç пăхса тухнине палăртрĕ.
Çавăн пекех ларура "Вăрмарти çĕвĕ фабрики" хупă акционерлă обществăра ĕçлеме хула, ял тăрăхĕсенче пурăнакансене явăçтармалли, выляв автомачĕсем пирки пулчĕ. Социаллă-гуманитарлă пĕлỹ институчĕн представителĕ (Хусан хули) хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕ.
 
В. ТОЛМАТОВ.



18 августа 2006
00:00
Поделиться