Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фермер фермера алă парать

о Опытпа паллашма
 
Фермер фермера алă парать
 
Çак пĕлтерĕшлĕ сăмаха темиçе енлĕ те ăнланма пулать: пĕр-пĕрне сывлăх та сунаççĕ тата пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕррине те палăртаççĕ. Çĕр çинче ĕçлесе тăранса пурăнакансем мĕн ĕлĕкренех пĕр-пĕрне пулăшнă. Ку вара пирĕн тăрăхра та çаплах. Акă Кĕтеснер ялнех илер-ха. Ку ялта çĕр ĕçне юратакансем пурăнаççĕ. Фермер (хресчен)хуçалăхĕсем аталанса вăй илеççĕ. Анчах та ял хуçалăхĕнче ĕçлесе пайта курас тесен вара нумай вăй хумалла. Ăна вĕсем лайăх ăнланаççĕ. Çав тĕллевпех ĕнтĕ И.Захаров фермер çемйи Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенчи "ACDI VOCA" компанипе тачă çыхăну тытать. Иртнĕ кунсенче вĕсен килне çак компанинчен Джоб Стил консультант хăйĕн мăшăрĕпе килсе çитнĕ. Вĕсен тĕллевĕ: фермер фермера пулăшасси, ĕç программи те çавăн ятлах. Тĕл пулăва ялти ытти фермерсем те хутшăннă, ĕçри пĕр-пĕрин опычĕсемпе паллашнă. Джоб Стил хăйсен хуçалăхĕнче çĕр улми туса илессипе тата упрассипе мĕнле технологипе ĕçленине каласа кăтартрĕ. Кĕтеснер фермерĕсем тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕç. Тĕл пулу пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Туслă çыхăну малалла та нумай çулсем тăсăлĕ.
 
 
А. НИКОЛАЕВА.


18 августа 2006
00:00
Поделиться