Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паха тырă кĕрет

о Вырма - 2006
 
Паха тырă кĕрет
 
Юлашки çулсенче ял хуçалăх отраслĕ чылай йывăрлăхсем тỹсрĕ. Техника е акма вăрлăх туянас пулсан хакĕ самаях "çыртать", туса илнĕ продукци вара ытла та йỹнĕ хакпа сутăнать. Хальхи рынок тапхăрĕнче хуçалăхсене "ура çинче çирĕп тăма" ансатах мар. Кун пек чухне пĕрисем панкрута тухаççĕ, теприсем вара аталану çулĕпе пыраççĕ. Акă "Бишевский" хуçалăх та рынок экономикине куçнă вăхăтра хăйĕн вырăнне тупаймасăр арканса кайрĕ. Тепĕр майлă каласан панкрута тухрĕ. Халиччен ку хуçалăхра ырми-канми ĕçленĕ халăх та ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлчĕ. Анчах та ку нумайлăха пымарĕ.
Унччен "Бишевский" хуçалăхăн пулнă çĕрсене "АгроВладина" тулли мар яваплă общество акса тухăç туса илет. Халĕ уйсенче тĕш тырă кашлать, каçалăка комбайнсем çавăрса илнĕ, уй-хир ĕç шавĕпе тулнă. "Хир карапĕсем" пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тырă выраççĕ, бункер хыççăн бункер тулать. Тулли машинăсем пĕр вĕçĕмсĕр тенĕ пек хиртен йĕтем еннелле çул тытаççĕ. Çакна палăртма кăмăллă. "АгроВладина" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем уйри тăпрана лайăх кăпкалатнă, паха вăрлăх акнă, удобрени хывса çемçетнĕ. Уй таса, тырă пучахĕсем шултра.
Хальхи вăхăтра йĕтем çинче те ĕççи "вĕресе" тăрать. "АгроВладина" ĕçченĕсем вырса çапнă ыраша аллаççĕ, тасатаççĕ. Типнĕ тĕш тырăна кĕлете хураççĕ.
"АгроВладина" пуçлăхĕ В.Петров хирти ĕç хăвăртлăхĕпе, вырма пахалăхĕпе кăмăллă. Çанталăкĕ çумăрлăрах тăнă пирки вырма ĕçĕн хăвăртлăхĕ чакрĕ пулин те, общество ĕçченĕсем хальлĕхе пурĕ 155 гектар çинчен ыраш, тулă вырса çапнă. Кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 686 гектар акса хăварнă. Унсăр пуçне нумай çул ỹсекен курăксем - 150, çĕр улми - 10 гектар.
Кĕрхи культурăсем акма 800 гектар çĕр сухаланă. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн пысăк пĕлтерĕшлĕ "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектĕнче пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене, çынсем хăйсен ĕçне аталантарма пулăшасси - вырăнти влаçăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тесе палăртнă. Ман шутпа, арканнă хуçалăхсем вырăнĕнче В.Петров пек пуçаруллă çынсем тулли мар яваплă обществăсем ытларах йĕркелесен, ял халăхне валли ĕç вырăнĕ те, ялăн малашлăхĕ те пулĕччĕ.
 
З. ПАВЛОВА.


18 августа 2006
00:00
Поделиться