Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Швецирен - кĕмĕл медальпе

о Спорт çăлтăрсем
 
Швецирен - кĕмĕл медальпе
 
Швецири Гетеборг хулинче иртнĕ çăмăл атлетика енĕпе Европăн XIX чемпионатĕнче пирĕн ентеш Татьяна Петрова 3000 метрлă дистанцие чăрмавсем урлă чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Пултаруллă спортсменкăн çитĕнĕвне пысăк хак парса Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ В.Краснов район пуçлăхне В.Кириллова çапла саламланă:
"Хисеплĕ Вячеслав Николаевич!
Сире тата районта пурăнакансене Швецире иртнĕ çăмăл атлетика енĕпе Европăн XIX чемпионатĕнче чапа тухнă сирĕн ентеш - Карăкçырмара çуралса ỹснĕ Татьяна Петрова пысăк çитĕнỹ тунă ятпа чун-чĕререн саламлама хавас.
Татьяна Раççей пĕрлештернĕ командин çĕнтерĕвне тивĕçлĕ тỹпе хыврĕ, Европа чемпионачĕн тĕп наградисенчен пĕрне - 3000 метрлă дистанцие 9 минут та 28,05 çеккунтра вĕçлесе - кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Ку вăл - пирĕн спорт мухтавĕ.
Татьяна Петрова пек пултаруллă спортсменсен ырă тĕслĕхĕ тĕнчери арена çинче Чăваш Енĕн тата Пĕтĕм Раççейăн авторитетне çирĕплетет, ỹсекен çамрăк ăрăва чапа тухнă спортсменсем пек пулма шантарать, физкультурниксен ретне ỹстерме пулăшать, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе калама çук пысăк тỹпе хывать.
Савăнмалла, ырлăх кỹрекен Вăрмар çĕрĕ хăйĕн спорт йăли-йĕркине мухтавлă, çĕнĕрен те çĕнĕ çăлтăрсен ячĕсене уçать. Районти пур граждансене те чĕререн çирĕп сывлăх, телей, пуçланă мĕн пур ырă ĕçсенче ăнăçусем сунатăп".
Эпир те чапа тухнă пултаруллă спортсмена, хамăр ентеше Татьяна Петровăна малашнехи ăмăртусенче ăнăçлă стартсем сунатпăр. Шансах тăратпăр, ялта çуралса ỹснĕ чăваш хĕрĕ хăйĕн спортри çитĕнĕвĕпе пире тăтăшах савăнтарĕ-ха.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


18 августа 2006
00:00
Поделиться