Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăхăт васкатать

о Инфраструктура
 
Вăхăт васкатать
 
Çул-йĕре час-часах юн тымарĕсен тытăмĕпе танлаштараççĕ. Ку вăл тĕрĕсех те пулĕ. Хăйне евĕрлĕ пĕрпеклĕх тытăмĕ пур кунта. Акă пирĕн районта республика пĕлтерĕшлĕ чукун çул урлă кĕпер тăвас ĕç пырать. Ăна пурнăçа кĕртмешкĕн ЧР Президенчĕ Н.Федоров Федераллă çул-йĕр агентствипе килĕшỹ тунă. Иртнĕ çул пуçланнă строительство ĕçĕсем кăçал октябрь уйăхĕ вĕçнелле вĕçленмелле. Çапла палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров иртнĕ çул пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулнă май. Хальхи вăхăтра çул-йĕр тăвас ĕç анлă пырать. Шупашкарти, Канашри, хамăр районти çул-йĕр тăвакан организацисем çанă тавăрса вăй хураççĕ. Сăмахран, Шупашкарти "Волгодорстрой" уçă акционерлă обществăна илер-ха. Пурĕ 30 çын вăй хурать кунта. Вĕсем Çĕнĕ Кавал ялĕ çумĕпе иртекен 900 метр тăршшĕ автоçула асфальт сарнă. Халĕ çак çулăн икĕ айккипе шыв юхмашкăн хатĕрсем хураççĕ.
А.Трофимов участок мастерĕ ертсе пынипе В.Прижков, С.Антонов, В.Павловский, Д.Васильев, С.Шигин тата ыттисем те пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.
А.Трофимов участок мастерĕ каланă тăрăх, шыв юхмалли канав 150 метр тăршшĕ пулмалла, çак кунсенче вĕсем ку ĕçе вĕçлемелле. Тĕрĕссипе каласан, вĕсен ĕçĕ вун-вун тĕрлĕ: çул айккисене тăпра хăпартса йĕркелесси, знаксем лартасси тата ытти те. Вĕсем вара çак ĕçсене уйăх вĕçнелле туса пĕтерме палăртнă.
Пĕтĕмĕшле каласан, чукун çул урлă хывакан кĕперĕн икĕ еннелле каякан автоçулсене асфальт сарнă. Хăш-пĕр участоксенче иккĕмĕш хутне сараççĕ. Çанталăкĕ лайăх тăрсан çул-йĕр ĕçченĕсем республика пĕлтерĕшлĕ пысăк калăпăшлă ĕçе палăртнă кун тĕлне вĕçлемелле.
 
З. ПАВЛОВА.



18 августа 2006
00:00
Поделиться