Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр - халăх пуянлăхĕ

о Министерство кунĕ
 
Çĕр - халăх пуянлăхĕ
 
Район администрацийĕнче иртнĕ Министерство кунне Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Шайнога, РФ Верховнăй суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи управлени начальникĕ В.Петров, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин çĕр ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пай пуçлăхĕ О.Александров, район пуçлăхĕн финанспа хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ О.Васильев, райадминистрацин пайĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем хутшăннă.
Ĕçлĕ çул çỹрев чи малтанах Арапуç ял тăрăхне çитсе курнинчен пуçланчĕ. Республика, район представителĕсем "Арабоси" тулли мар яваплă обществăри йĕтеме çитсе курчĕç, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç. 50 çынна яхăн пуçтарăнчĕ кунта. Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Шайнога патне çĕр ĕçĕпе çыхăннă ыйтусем сахал мар пулчĕç. Акă, сăмахран, ку е вăл хуçалăх ĕçченĕн çĕр пайĕ пур, вăл пĕччен çав çĕр çинче ĕçлеймест пулсан пушă ан вырттăр тесе мĕн тумалли, çĕре мĕнлерех йĕркепе арендăна памалли, ăна чикĕлесси тата ытти ыйтусем те чылай пачĕç вăй хуракансем. Вĕсем çине пурне те тĕплĕн хуравларĕç республика представителĕсем. Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин çĕр ĕçĕсене йĕркелесе пырас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ О.Александров пĕлтернĕ тăрăх, çĕр пайĕпе усă курассипе 11 май таран пулать. Калăпăр, ăна сутма, парнелеме, арендăна пама юрать тата ытти те. Тепĕр майлă каласан çĕр пайĕ пур - çын унпа хăй хуçа. Çĕр пайне арендăна панă чухне икĕ енлĕ килĕшỹ тумалла, вăл официаллă документ пулмалла. Унпа килĕшỹллĕн çĕрпе усă курнăшăн укçан е чĕр таварпа илессине палăртмалла. Вăл çавăн пекех çĕрпе çыхăннă ытти ыйтусем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Унтан Министерство кунне килнĕ представительсене Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов кĕскен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех "Арабоси" тулли мар яваплă общество ỹсĕмĕсемпе интересленчĕç. Палăртма кăмăллă: "хир карапĕсем" уйра тыр-пул выраççĕ, машинăсем вара, тулнă тĕш тырăпа умлăн-хыçлăн йĕтеме васкаççĕ. Кăçал ку хуçалăх лизинг шучĕпе 6 миллион та 500 пин тенкĕлĕх "CLAAS" ятлă çĕнĕ комбайн туяннă.
Тухăç та сахал мар илеççĕ арапуçсем. 93 гектар çинчи кĕрхи тулăна вырса пĕтернĕ. Пĕр гектартан 27,5 центнер илнĕ. Çавăн пекех ыраш - 260, урпа - 350 гектар акнă. Вĕсене пурне те вырса пĕтернĕ. Ку ĕçре вара Н.Софронов, А.Васильев, Н.Васильев комбайнерсен, А.Ефимов, О.Семенов, В.Иванов водительсен тỹпи пысăк.
 
З. ПАВЛОВА.



23 августа 2006
00:00
Поделиться