Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлесен ỹсĕм пулать

о Вырма - 2006
 
Ĕçлесен ỹсĕм пулать
 
Ĕç çынна илем кỹрет теççĕ халăхра. Манăн ку шухăш çумне ĕç çынна тăрантарать, тумлантарать тесе калас килет. Акă, "Шигали" хуçалăха илер-ха. Хуçалăх пуçлăхĕнчен пуçласа ватти-вĕтти таранах çанă тавăрса вăй хураççĕ вĕсем. Уй-хирте, йĕтемре ĕç шавĕ лăпланмасть. Уяр, типĕ çанталăкпа ĕç çыннисем туллин усă кураççĕ. Çакна палăртмалла: ку хуçалăх элита, суперэлита вăрлăхсем акса туса илессипе ăнăçлă ĕçлет. Акă, халĕ ăнса пулнă тыр-пула типĕтсе, тасатса пỹлмесене хываççĕ. Акăннă çĕр лаптăкĕсем кунран кун пушансах пыраççĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсемпе ку хуçалăхра пулнă май тыр-пул тухăçлăхĕ пирки те интереслентĕм. Вĕсем лартнă кĕрхи культура тритикале пĕр гектартан 59 центнер таран тухать. Çитес çул çак культурăна татах та ытларах акма планлать хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов.
 
З. ПАВЛОВА.


23 августа 2006
00:00
Поделиться