Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пахалăхлă вăрлăх - тухăç никĕсĕ

о Наци проектне - пурнăçа
 
Пахалăхлă вăрлăх - тухăç никĕсĕ
 
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектĕнче: "Вырăнти влаç тивĕçĕ - хресченсене тĕрев парасси, вĕсене рынок условийĕсене хăнăхма пулăшасси. Вырăнсенчи пĕрлешỹсемпе фермерсен хуçалăхĕсене çеç мар, уйрăм çынсен хуçалăхĕсене те ял хуçалăх продукцине туянассине йĕркелесе, çăмăллăхлă, вăхăтлăх кредитсем парса, ăратлă выльăх, элита вăрлăх тата техника туянма кредит парса пулăшмалла", - тесе палăртнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен-фермер тата килти хушма хуçалăхсене, çĕр енĕпе ĕçлекен предприятисемпе арендаторсене патшалăх енчен ял хуçалăх культурисене ỹстерсе çитĕнтерме нумай çĕрте пулăшу параççĕ. Кунта ял хуçалăх культурисен элита вăрлăхĕсене туянсан вĕсене сыхлама химилле препаратсем туянсан, кредит илсен проценчĕсене татма, ял хуçалăх техникине лизингпа туянсан, яла хресчен-фермер пулма куçса килекен çемьесене, хăмла туса илнĕ чухне те субсиди параççĕ. Кĕскен кăна малтанхи икĕ пулăшу çинче чарăнса тăрар.
Элита вăрлăхсем туянса вĕсене акса çитĕнтерсен пĕр тонна пуçне çакăн чухлĕ субсиди параççĕ:
- тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсемшĕн - 3500 тенкĕ;
- пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсемшĕн - 4300 тенкĕ;
- çĕр улми вăрлăхĕшĕн - 4500 тенкĕ;
- нумай çул ỹсекен курăксемшĕн - 10300 - 30000 тенкĕ;
- пахча çимĕç вăрлăхĕсемшĕн - хакĕн 20 проценчĕ;
- хăмла хунавĕсен 1 пин штукне туянсан - 2000 тенкĕ;
- сахăр кăшман вăрлăхĕшĕн хакĕн 30 процентне каялла тавăрса параççĕ. Тĕслĕхрен: пĕр-пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕ элита вăрлăхсем çитĕнтерекен хуçалăхран (пирĕн районта ун пек хуçалăхсем иккĕ: СХПК "Шигали" тата ООО "Агрофирма "Арабоси") 3 тонна пăрçа туяннă. Вăрлăх хакĕ пĕр тонна 10 пин тенкĕ тăрать тейĕпĕр. Фермер хуçалăхĕ вăрлăха 30 пин тенкĕ тỹлесе туянать. Кирлĕ документсем райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайне тăратсан ăна 12900 тенкĕ /3 тонна х 4300 тенкĕ ă 12900 тенкĕ/ укçа каялла тавăрса параççĕ. Пирĕн района 2006 çулта субсиди илме 1 миллион та 450 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Кăçал "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, ООО АПК "Передовик", "Шоркистринский" кирпĕч завочĕ; Д.Иванов, Ю.Федоров, Г.Владимиров предпринимательсем; "Туслăх", "Шанчăк", "Якрав" фермер хуçалăхĕсем; килти хушма хуçалăх тытакан Э.Федорова çак пулăшупа усă курчĕç. Пурĕ 484 пин тенкĕлĕх субсиди илме документсем тăратрĕç. Çакăн пек пулăшу элита çĕр улми вăрлăхне туянсан килти хушма хуçалăхсене те параççĕ. Пирĕн районта кăçал И.Захаров предприниматель /Кĕтеснер ялĕ/ çĕр улмин элита вăрлăхĕсене /сорчĕсем "Невский", "Сантэ"/ çитĕнтерет. Чылай хуçалăхсен вăрлăхĕсем кивĕ, начар тухăç параççĕ, çавăнпа та вĕсем çак хуçалăхран е урăх элита вăрлăхсем çитĕнтерекен хуçалăхсенчен çĕр улми туянсан субсиди илме пултараççĕ.
Акнă ял хуçалăх культурине çум курăксенчен, чир-чĕрсенчен тĕрĕс-тĕкел сыхласа ỹстерес пулать. Хуçалăхсем агротехникăллă майсемсĕр пуçне хими препарачĕсем туянса та тăкак кураççĕ. Çакна саплаштарма вара патшалăх вĕсене субсиди парать. Кăçал пирĕн района субсиди илме 800 пин тенкĕ пăхса хăварнă. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Родина", "Средний Аниш", "Шигали", ОАО "Агрофирма "Ресурсы" хуçалăхсем, "Тансар", "Колос", "В.Иванов", "А.Сапаркин", "Никĕс", "Р.Егорова", "Возрождение", "Наяза", "О.Терентьев" фермер хуçалăхĕсем* К.Федоров, Г.Владимиров предпринимательсем çак пулăшупа усă курчĕç, 336 пин тенкĕлĕх субсиди илме документсем тăратрĕç.
 
 
Н. НИКОЛАЕВ,
райадминистрацин ял хуçалăх
тата экологи пайĕн тĕп агрономĕ.


23 августа 2006
00:00
Поделиться