Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăхăтра акатăн - тырăллă пулатăн

о Кĕр аки
 
Вăхăтра акатăн - тырăллă пулатăн
 
Пирĕн тăрăхра кĕрхи культурăсене акмалли чи меллĕ вăхăт август уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен. Вăхăтра акнă тырă лайăх аталанать, хĕллехи йывăрлăхсене чăтма хатĕрленсе çитет. Çакна шута илсе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче ĕçлекенсем ака ĕçне вăхăтра пурнăçлама пуçларĕç. Акмалли çĕр лаптăкĕ те сахал мар - 600 гектар çинче кĕрхи культурăсем акса хăвармалла. ДТ-75 тракторпа ĕçлекен А.Иванов механизатор виçĕ СЗ-3,6 сеялка кăкарса кĕрхи тулă акать. Çакна та палăртмалла - кăçал пĕр трактор хыççăн виçĕ сеялка кăкарни нихăш хуçалăхра та пулман-ха. С.Иванов, А.Николаев, В.Урмарин сеяльщиксем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçласа пыраççĕ. Хуçалăх руководителĕ Н.Петров та тырă акакансен умне тухакан ыйтусене вăхăтра татса пама май пултăр тесе килсех çỹрет. Паянхи кун тĕлне 130 гектар çинче акса хăварнă та ĕнтĕ.
 
Е. Тимофеева,
тĕп экономист.


23 августа 2006
00:00
Поделиться