Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕнекесенче - район кун-çулĕ

о Юбилей
 
Кĕнекесенче -
район кун-çулĕ
 
Шкулта вĕреннĕ чухнех алла лекнĕччĕ çак кĕнеке. Вунпĕр çулхи ачашăн вăл хăйне евĕр пурнăçа пăлхатмалли самант пулчĕ. Яланах кĕнеке çыракансем Шупашкарта е Мускавра çеç пурăнаççĕ тесе явăнакан шухăш пачах улшăнчĕ - Вăрмар тăрăхĕнче те пур ун пек çынсем. Сăмах 1977 çулта тухнă "Урмарская мебельная фабрика" кĕнеке тата унăн авторĕ Яков Николаевич Зайцев çинчен.
Яков Николаевич Зайцев 1946 çулхи августăн 26-мĕшĕнче Патти ялĕнче çуралнă. Паттири пуçламăш, Чупайĕнчи 8 çул, Вăрмарти вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Водитель профессине алла илнĕ. Совет çарĕнче хĕсметре пулнă. 1968 çултан пуçласа Вăрмарти вăтам шкулта ачасене çар ĕçне вĕрентнĕ, çак хушăрах Чăваш патшалăх университетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă, çичĕ çул хушши Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ вăтам шкул директорĕ пулнă. Унтан иккĕмĕш вăтам шкулта истори учителĕнче, директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хунă. Халĕ пĕрремĕш вăтам шкулта ачасене вĕрентет.
Хăй каласа панă тăрăх, историпе Яков Николаевич ачаранах кăсăкланма тытăннă, шкулта вĕреннĕ çулсенче тарăнрах ăша хывса пынă. Вăрмарти вăтам шкулти истори предметне вĕрентнĕ Семен Иванович Голубева уйрăмах ăшă сăмахпа аса илет вăл: "Истори урокĕсенче пур темăна та ăша хăвăрт илеттĕм. Ăна вĕрентекен Семен Иванович пĕр-пĕр пулăм çинчен хушса калама та ирĕк паратчĕ, манăн пĕлĕве хакласа тивĕçлĕ паллă лартатчĕ".
Паха çĕре ỹкнĕ вăрлăх çимĕçне панах. Вăл тăван ен историйĕпе кăсăкланса тĕрлĕ материалсем пухма пуçланă. 1977 çулта Њтỹрех калас килет - ун чухне кĕнеке кăларма пĕрре те çăмăл пулманЌ хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине, çỹлерех асăннă "Урмарская мебельная фабрика" ятлине "çуратса" панă.
Я.Н.Зайцев пичетлесе кăларнă хăш-пĕр кĕнекесен ячĕсем: "Урмарская мебельная фабрика /История фабрики/", "Урмарская мебельная фабрика (1903-1993). Фотографии и документы", "Урмарская мебельная фабрика (2-мĕш кăларăм)", "Лета и лица Урмарской землицы /Записки об истории Урмарского района/", "Воспитание школьников в ходе изучения истории предприятия", "Путь в науку. Часть I. /О докторах наук из Урмарского района/", "История Отечества. Важнейшие события, даты. /Учебник для поступающих на гуманитарные факультеты/", "История и культура Чувашии. Важнейшие события, даты", "История Отечества. События, даты, факты с древнейших времен до XX века. Пособие для выпускников школ и абитуриентов", "Мы - урмарцы. Выпуск I. История района в лицах. /Для юных краеведов/", "Мы - урмарцы. Выпуск II. История района в лицах".
         Унсăр пуçне вăл журналсемпе хаçатсенче пичетленнĕ 50 ытла статья авторĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ачасене вĕрентессипе кĕнекесем çырассине пĕр вăхăтра туса пыма паллах йывăр. Анчах палăртнă çул вĕçне çитиччен утса тухма тĕллев лартнă çын малаллах утать. 1994 çулта Яков Николаевич аслă квалификаци категориллĕ учитель ята тивĕçнĕ, кăштах каярах, 1995 çулта, чăваш таврапĕлỹçисен тĕпелĕ ăна "Чăваш ăсчахĕ" хисеплĕ ята панă.
Ку халĕ. Анчах та пĕрремĕш кĕнеке çырасси патне пĕрремĕш утăм хăçан тунă-ха Яков Николаевич? Пĕтĕмпех студент чухне çырнă курс ĕçĕсенчен пуçланнă. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики çинчен кĕскен кăна çырса парас тенĕ çĕртенех 4 çул хушшинче (1973-1977 ç.ç.) самаях сумлă кĕнеке кун çути курнă. Паллах пурте тикĕс пулман. Акă мĕнле аса илет ун пирки халĕ паллă ăсчах.
"Фабрика историйĕпе курс ĕçĕ çырнă хыççăн диплом ĕçĕ мĕнле темăпа пуласси пирки иккĕллĕ шухăш çукчĕ ĕнтĕ. Наука руководителĕ кам пуласси вара шухăшлаттаратчĕ. Мана наукăпа тĕпчев институтне Семен Николаевич Хаймуллин патне ячĕç. Кăштахран фабрикăн ун чухнехи директорĕ Юрий Григорьевич Ефремов шăнкăравларĕ, фабрика çинчен кĕнеке çырма сĕнчĕ. Çапла вара пĕрремĕш кĕнекене виççĕн çырма пуçларăмăр тесен те йăнăш пулмасть. Вĕçлессе вара пĕччен вĕçлерĕм. Тем те пулчĕ пулĕ, ун хыççăн пĕр ĕçе темиçе çынпа пĕрре те тăвас килми пулчĕ".
Апла-и, капла-и - пуçлама кăна йывăр теççĕ халăхра, анчах чунпа парăннă ĕçе те малалла тăсма çăмăлах мар. Литературăпа кăсăкланакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ - вырăссен паллă писателĕ Л.Толстой "Война и мир" романне вуншар хут улăштара-улăштара çырнă. Яков Николаевич кăштах сахалрах - 11 хут кăна. Çакна кулăшларах çемĕпе çыратăп та-ха, анчах та вулакан ăнланатех - тăрăхласси кунта шухăшра та çук. Пачах урăхла - çак пĕрремĕш кĕнеке те, ун хыççăнхисем те йывăрлăхпа çуралнă. Çырасси çинчен çеç каламастăп, пичетлесе кăларасси пирки те. Енчен те малараххисене кăларма çỹлте ларакансем чăрмантарнă пулсан, юлашки тапхăрта - укçа-тенкĕ тупас ыйту. Талантлă çыншăн кĕнеке кăларма алă тăсса тĕрлĕ пỹлĕмсен алăкĕсене шаккасси аванах та мар ĕнтĕ. Анчах та халăха кирлĕ ĕç тунă чухне пите хĕретни намăсах та мар пулĕ.
Лартнă тĕллевсене пурнăçлама çумра ăнланакан çын пулмасан май та çук паллах. Çакăн пек шанчăклă юлташ вăл Яков Николаевичăн мăшăрĕ Руфина Алексеевна. 30 çул ытла пĕрле пурăнса савăнăçне те, хурлăхне те пĕрле пайланă. Ывăлпа хĕре пурнăç çулĕ çине кăларнă, мăнукĕсем те çитĕнеççĕ. Паллă ăсчах Я.Зайцев 60 çул тултарнă кун умĕн, пурне те вĕсене, юбиляра уйрăмах, ыррине кăна сунса çĕнĕ кĕнекесем калăплама, мăшăрне çак йывăр ĕçре чăтăмлă пулма, çамрăк ăрури Зайцев йăхĕсĕне пархатарлă ĕçе малалла тăсма ăнăçу сунас килет.
 
В. ТОЛМАТОВ,
Раççей Журналисчĕсен
союзĕн членĕ.


26 августа 2006
00:00
Поделиться