Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни комбайн тухăçлă ĕçлетĕр

о Вырма - 2006
 
Кашни комбайн
тухăçлă ĕçлетĕр
 
Августăн 24-мĕшĕ тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене районĕпе 4556 гектар çинче вырса çапнă е çакă мĕн пур лаптăкăн 49 проценчĕ пулать. Çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртме хуçалăхсенче пурĕ 37 комбайн хутшăнать. Вĕсенчен "ДОН-1500" тата "Енисей" маркăллисем - 13, ыттисем вара СК-5 ("Нива") комбайнсем. Хĕрỹ ĕççи пуçланиччен Тикашри "Иванов", Шăхальти "Сарабай", Çĕнĕ Кинчерти "Крылов" фермер хуçалăхĕсем лизингпа "ДОН-1500 Б" пĕрер комбайн туянма пултарчĕç. "Арабоси" агрофирма ют çĕр-шывра туса кăларнă CLASS MEGA - 310 комбайнпа пуянланчĕ.
Çапла вара кашни хуçалăхрах тыр-пул тухса кĕртмелли техника çителĕклех. Паянхи тĕллев вăл - çав техникăпа тухăçлă усă курасси, тыр-пула кĕске вăхăтра тата пĕр тăккаламасăр пухса кĕртесси, комбайнсене тухăçлă ĕçлеттерсе вырма вăхăчĕн кашни минучĕпе туллин усă курасси.
 
 
 
В. НИКОЛАЕВ,
районти Гостехнадзор
инспекцийĕн начальникĕ.


26 августа 2006
00:00
Поделиться